Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласем (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак япаласем, паттӑр салтака ҫӗре панӑ кун, унӑн мӑнукне куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Ҫапла майпа япаласем хӑйсен ҫӗнӗлӗхне ҫухатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Туслӑх ҫинчен, ырӑ ӗҫсем ҫинчен тата ытти нумай япаласем ҫинчен ачасем хӑйсем ӑнлантарса каласа пама тӑрӑшнӑ.

Постарались сами дать определение дружбе рассуждали об отношениях между людьми, о добрых поступках и о многом другом.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rl-3388963

Япаласем туянасси те ӑнӑҫлӑ иртӗ.

Удача также сопровождает ваши покупки.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах хаклӑ чулсенчен тунӑ япаласем ан туянӑр.

Кроме покупки драгоценных камней или просто изделий из него же.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта халӑх тумтирне юсаса ҫӗнетнӗ Артур Батыршин Уфаран темиҫе уйӑх тунӑ нумай япаласем илсе килнӗ.

На нее реконструктор народной одежды Артур Батыршин из Уфы привез много вещей, которые создавал несколько месяцев.

Артур Батыршин "Башҡорт аты" фестивале ҫӗнӗрен тунӑ ӗлӗкхи тумтирсем илсе килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3387540

Тӗп геройсем ҫӗленпе ҫапӑҫмаҫҫӗ, йывӑрлӑхсем витӗр асамлӑ япаласем пулӑшнипе ҫӗнтерсе тухаҫҫӗ.

Однако по типу они больше подходят к волшебным сказкам (главные герои не сражаются со змеем, в испытаниях им помогают волшебные предметы)

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку эрнере Арӑслансем укҫа тӑкаклаҫҫӗ, ӑнӑҫсӑр япаласем туянаҫҫӗ.

Львам эта неделя принесёт финансовые потери и неудачные покупки.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пысӑк япаласем туянма ӑнӑҫлӑ эрне, уйрӑмах куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннисем.

Благоприятный период для крупных приобретений, особенно связанных с недвижимостью.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫанталӑк ӑмӑр пулнипе, тата каҫ пулса килнипе япаласем япӑх курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗрнӗ май, батарейкӑсенчи сӗлтӗсем (щелочь), тӑхлан, кадми, цинк тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ ытти япаласем тӑпрана, ҫӑлкуҫсемпе юханшывсене варалаҫҫӗ, кайран ӳсен-тӑрансемпе чӗрчунсене лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Ыталашса илтӗмӗр, ларса чӗлӗм туртрӑмӑр — сӑмах та тупӑнмасть калаҫма: эп те, вӑл та пӗлнӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ калаҫса ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗншӗн-ха паян ӑна кунта ҫук япаласем шута яраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫав тӗнчере куллен курнӑ япаласем те яланхи пек мар.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫула май вӑл сӑран атӑ ҫӗлеме, тамашаллӑ апат пӗҫерме, хӑй пӗлнӗ япаласенчен хӑй халӑхӗ пӗлмен япаласем тума вӗреннӗ тет.

По пути он научился шить ботинки из кожи, готовить диковинные блюда, использовать привычные материалы для изготовления совершенно необычных для его народа вещей.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Ырӑлӑх тата ӑс - ку эрнери тӗп япаласем.

Благоразумие и доброта – спутники этого периода.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хурӑн Хуппинчен вӑл чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ илемлӗ япаласем те ӑсталать.

Из бересты она изготавливает красивые предметы с чувашскими мотивами.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

«Хурӑн — тӗлӗнмелле материал. Ку материал нӳрлӗхрен те, сивӗрен те хӑрамасть. Хурӑн хуппинчен тунӑ япаласем ҫирӗп, вӑраха пыраҫҫӗ тата илемлӗ», — каласа парать Надежда Ивановна.

«Береза — удивительный материал. Этот материал не боится сырости и холода. Сделанные из бересты изделия крепки, долговечны и красивы», — рассказывает Надежда Ивановна.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

Надежда Степанова ӑста хурӑн хуппинчен илемлӗ япаласем ӑсталать.

Мастерица Надежда Степанова изготавливает красивые вещи из бересты.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех