Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласем (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынӑнне чӑматан илсе тараҫҫӗ, унта, ахӑртнех, япаласем те пулнӑ пуль-ха, анчах вӑл ун пирки пӗртте хыпӑнмасть, милицие те пӗлтермест…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Кӑҫалхи пӗрремӗш июньрен пуҫласа пирӗн Чӑваш республикинче ҫӗнӗ граждансене, ҫуралакан ачасене республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе парне пама шутланӑ. Вӑл парне шутне чӑваш тӗррипе илемлетнӗ япаласем кӗреҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Ялти магазинта чуна килӗшнӗ япаласем пулмарӗҫ те, пӗр кунхине Альбинӑпа Илюш Шупашкара кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ӗҫре тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ, выртса тӑмалли япаласем илсе общежитие вырнаҫнӑ хыҫҫӑн эпир те алла кӗреҫе тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Унта сирӗн алла дефицит текен япаласем те ҫакланаҫҫӗ-ҫке, — тӑрӑхлама пӑхрӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Вӑрланӑ япаласем, — терӗ Укаслу ҫумне пырса тӑнӑ ватӑ чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах ҫакскерсем ҫӳпҫерен юхтӑ атӑ, темиҫе камсул тата тем тӗрлӗ кӗмӗл япаласем туртса кӑлара пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем пӗр-пӗрне тӗрткелесех пӳрт-ҫуртран тӗрлӗ япаласем турта-турта кӑларчӗҫ, хӑйсене валли суйлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем-тепӗр пулман япаласем каласа пама юратать.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пулӑшӑва Тӑвай муниципалитет округӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ, фронтра куллен кирлӗ япаласем ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Чӑваш тӗрриллӗ костюмсем пуканесемпе аслӑ ҫынсем валли тӗрлесе ҫӗлет, вӗтӗ шӑрҫасемпе ӗҫлет, пластмасса савӑтсенчен чечексем, тӗрлӗ япаласем ӑсталать, пӑккисенчен стенасене илемлетет, тӗрлеме тата ҫыхма юратать.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Ҫавӑнпа та хамӑр салтаксене пулӑшас тӗллевпе япаласем, апат-ҫимӗҫ, укҫа парас текенсене калаҫса татӑлса пӗрле ӗҫлеме чӗнсе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ял-йыш вара тӗрлӗ япаласем парать - супӑньне, нуски-алсишне, апат-ҫимӗҫне тата ыттине те.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Лавкка хуҫисем Н.Ивантаева, А.Григорьев, райпо председателӗ А.Степанов салтаксене пӗрре мар пулӑшса ҫар условийӗсенче кирлӗ япаласем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Суту-илӳ вырӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ ятарлӑ курупкӑсене хӑвӑрт пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ (консервсем, кӗрпесем…), гигиена хатӗрӗсем, кулленех кирлӗ япаласем хума пулать.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Светланӑн ӑста аллисем кичемлӗхе пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл пушӑ вӑхӑтра тӗрлӗ япаласем ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Кӑмака умӗнчи тимӗр ҫинче хӑвӑрт вут илме пултаракан япаласем хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Акӑ, пире валли туя кайма япаласем илсе килнӗ.

Вот нам принесли наряды на свадьбу.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Анчах анлӑ сутӑнакан япаласем чылайӑшӗ йӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Кӗҫех вӗсем, спичка йӗнни тата чӑлантан, витререн, ҫӑмарта илсе, кил хушшине тухаҫҫӗ, унтан хӑма витнӗ, хуҫалӑхра кирлӗ япаласем (ҫав шутра краҫҫын-бензин кӗленчисем те!) лартса тултарнӑ тип сарая кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех