Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуллен-хуллен ҫыран хӗрри пушанса юлчӗ, хуралҫӑсем таможня ҫуртне те питӗрчӗҫ.Мало-помалу набережная совсем опустела, сторожа заперли здание таможни.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжон юлашки вӑхӑтра, час-часах, тинӗсӗн хӗрри чӑнах та ҫук пуль тесе те шухӑшла пуҫларӗ, вӑл пӗтӗм хӑюлӑхне пухса, пӗлекен ҫынсенчен ыйтса пӑхма шутларӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫӳлте тӳпе, аялта шыв — хӑрушшӑн ахӑракан океан, ҫил шӑхӑрать те хумсем макӑраҫҫӗ, малта вара, инҫетре-инҫетре, тен, тӗнче хӗрри те пулӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл пушӑ сӑра кӗленчине сывлӑшра темиҫе хутчен ҫаврӑнмалла ывӑтрӗ те, сасартӑк, турилкке хӗрри ҫине пуҫхӗрлӗ лартса, ӑна темиҫе секунд хушши ӳкермесӗр тӑратрӗ; тӑватӑ шӑмӑ шарпа, ҫавӑн пекех тата икӗ ҫуртапа ывӑтса выляса кӑтартрӗ, ҫуртисене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах ҫурта лартмалли ҫӗре тирӗнтерчӗ; ун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах виҫӗ япалапа: веерпа, йывӑҫ сигарӑпа тата зонтпа вылярӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Бояна ҫеҫ тӑрӑшать: черепица татӑкне хӗртсе унӑн хырӑмӗ ҫине хурать; кил хуҫи арӑмӗ те шеллет ӑна, хӗрри катӑлнӑ эрешлӗ кружкӑпа вӑйпах темиҫе хут сӗт ӗҫтерет.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ канав хӗрри, унта чулсем курӑнаҫҫӗ, вӑл чулсене ҫурхи ҫумӑр ҫуса тасатнӑ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӳлӗ хӗрри.
Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html
Хуҫланчӑк е йӑтӑну хӗрри тӳремлӗх ҫийӗн кӑшт ҫӗкленсенех, вӗсене шӑрӑхпа сивӗ, ҫумӑрпа юр, ҫилпе ӳсентӑрансем ишӗлтерме тытӑннӑ.
2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Юрататӑп эпӗ ҫакнашкал минута, ҫавӑн пек чух шухӑш йӗрӗ тӑрӑх ҫӳлӗрен ҫӳле ҫӗкленсе, сасартӑк унӑн вӗҫӗ хӗрри ҫуккине тавҫӑрса илетӗн тата урӑх малалла кайма ҫуккине ӑнкаратӑн.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӳме хӗрри ҫумне пуҫа тайӑнтарса, эпӗ сывлама чарӑнсах Филипӑн хулӑн хура пӳрнисен хусканӑвӗсене шанчӑксӑррӑн сӑнаса пӑхатӑп, вӑл васкамасӑр йӑлӑ туса ҫаклатать те, ал тупанӗпе тата чӑпӑркка аврипе пичеври лашана чышса, пичев патаккисене шайлаштарать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӳре текен хула хӗрри тарӑн ыйхӑра: пӗр сас-чӗв, ура сасси илтӗнмест.Окраина, именуемая Хвостиком, спала мертвым сном: ни шороха, ни звука, ни скрипа.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кӑнтӑрла хаваслӑ, сип-симӗс курӑклӑ, пин-пин тӗслӗ чечеклӗ ҫыран хӗрри халь темле сӳрӗкле туйӑнать.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Пӗлсем, хӗрри тӗрӗс-тӗкӗлех, пӗрре те ванмарӗ!
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫӑлтӑрсем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫыран хӗрри палуба пекех силленет.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Палуба ҫийӗн шыв кӗрлерӗ, люксен хӗрри урлӑ куҫмасӑр юхрӗ, хӳре вӗҫӗнче вара ҫӳллӗ ту пек хум ҫӗкленчӗ, халь-халь пирӗн ҫине йӑтӑнса анас пек шуса пырать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ачасем чарӑнса тӑнӑ ҫӗртен сулахай енче те, сылтӑм енче те тинӗс хӗрри авкаланса выртни курӑнать.Слева и справа от того места, где стояли ребята, виднелась извилистая линия морского берега.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Акӑ ӗнтӗ Шӗвӗр ту тӳпи хыҫӗнче вут-хӗмлӗ, ҫап-ҫаврака хӗвел хӗрри ялкӑшни курӑнса кайрӗ.И вот из-за острого пика горы блеснул край раскаленного огненного диска.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочоя ҫак кӳлӗ Кэймид ялӗ патӗнчи кӳлӗ пек туйӑнать: кӳлӗ хӗрри те ҫавнашкалах лачакаллӑ, тундри те ҫавнашкалах.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав вӑхӑтра Кэукай тӑракан пӑр хӗрри катӑлса анчӗ те пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле тайӑнма пуҫларӗ.Край льдины, на которой стоял Кэукай, откололся и стал крениться то в одну, то в другую сторону.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.