Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Республикин Общество палатин ларӑвӗнче 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулакан суйлава сӑнаса тӑма республикӑра ятарлӑ штаб йышне йӗркелесси пирки йышӑну туса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

Ачасен сывлӑхне куллен сӑнаса тӑрассине пысӑка хурса хакланӑ ӑста врач.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Пӗтӗм совет халӑхӗ ҫак вӗҫев мӗнле пынине радио, хаҫатсем пӗлтернӗ тӑрӑх сӑнаса тӑрать, самолет чиперех вӗҫни ҫинчен хыпар илтсен, ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ачасемпе пӗрле вӗсене лартнӑ анчах мар, вӗсене сӑнаса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Рабочисен команди утрав ҫинче ҫӗр каҫнӑ, каярах утрав ҫинчен уҫӑлакан тавралӑха сӑнаса киленнӗ.

Команда рабочих провела ночь на острове и осталась в восторге от вида, который открывается с острова.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Кашни иккӗмӗшӗн сывлӑхне медиксен сӑнаса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Вӑл виҫӗ ҫултанпах лашапа ҫӳрет пулин те, хальлӗхе фестивалӗн ача-пӑча площадкине ҫеҫ хутшӑнма пултарать, ҫитӗннисем мӗнле ӑмӑртнине тимлӗн сӑнаса.

Несмотря на то, что он с трех ездит на коне, пока он будет участвовать только на детской площадке фестиваля, внимательно приглядываясь к тому, как будут выступать взрослые.

"Башҡорт аты" Пушкӑрт йӑхӗнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакӑр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшӑнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... -n-3380315

Юлашки ҫулсенче парти литературӑпа искусствӑ аталанӑвне тимлӗн сӑнаса пычӗ, мӗн пур творчествӑлла вӑйсене партилле ҫирӗп принципа пӑхӑнса ӗҫлеме пӗрлештерчӗ, литературӑпа искусствӑ ӗҫӗнче йӑнӑшнӑ ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫине тухма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пичӗсенчен, куҫӗсенчен сӑнаса пӗлӗ вӗсене йывӑр пулнине.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Эсӗ ман валли сӑнаса хунӑ хӗр пур тесе калаҫмастӑнччӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пуҫне чӳрече енне пӑрса тулти ҫанталӑка сӑнаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпир ӑна урамӑн тепӗр енчен сӑнаса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Анчах та ачасем шыва кӗнӗ чухне вӗсене аслисен сӑнаса, асӑрхаса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Укахви, тӑна кӗрсе, тавралла сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрман хӗрринчи телефон юпи тӑрринче пӗр хӑлат, уй хуралҫи пек, тавралӑха сӑнаса ларать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каҫ енне сулхӑн пулӗ, ачам, — терӗ амӑшӗ, ывӑлне ытараймасӑр сӑнаса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Янаххине икӗ ывӑҫ тупанӗпе тӗкӗлесе, чӗркуҫҫи ҫине чавсаланса, куҫне илмесӗр Славике сӑнаса ларчӗ Эльвира.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫутта сӳнтерсен, Славик тӗттӗмре чӗнтӗрлӗ аркӑллӑ шурӑ сорочка вӗҫҫӗн мӗлтлетнӗ кӗлеткене лайӑхах сӑнаса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куҫне илмесӗр сӑнаса ларчӗ Элвира арҫын ачана.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр тепре пӗччен юлсан, Славик ятарласа ӑна тӗмӗ хыҫӗнчен сӑнаса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех