Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартнине (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Ҫар пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пушхире тарса пытаннӑскерсем, Вавилон патши Ахикам ывӑлне Годолийӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне лартнине, ӑна Вавилона куҫарса кайман арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасене — ҫӗршыври чи чухӑн ҫынсене — шанса панине пӗлнӗ ӗнтӗ.

7. Когда все военачальники, бывшие в поле, они и люди их, услышали, что царь Вавилонский поставил Годолию, сына Ахикама, начальником над страною и поручил ему мужчин и женщин, и детей, и тех из бедных страны, которые не были переселены в Вавилон;

Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Умна лартнине этемле ҫи, ҫӑткӑнланса ҫын кӑмӑлне ан сивӗт; 19. сӑпайлӑ пулса, малтан ҫиме чарӑн, сӑхӑланса ыттисене ан хӗтӗрт; 20. йышлӑ ҫын хушшине ларсассӑн, аллуна ыттисенчен малтан ан тӑс.

18. Ешь, как человек, что тебе предложено, и не пресыщайся, чтобы не возненавидели тебя; 19. переставай есть первый из вежливости и не будь алчен, чтобы не послужить соблазном; 20. и если ты сядешь посреди многих, то не протягивай руки твоей прежде них.

Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри! хӳтӗлесемччӗ, тӳперен хӗрхенсе пӑхсамччӗ, курсамччӗ, ҫав иҫӗм йывӑҫне килсе пӑхсамччӗ: 16. Хӑвӑн сылтӑм аллу лартнине, Ху валли ӳстернӗ хунава сыхласа хӑварсамччӗ.

15. Боже сил! обратись же, призри с неба, и воззри, и посети виноград сей; 16. охрани то, что насадила десница Твоя, и отрасли, которые Ты укрепил Себе.

Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.

23. Когда услышали все военачальники, они и люди их, что царь Вавилонский поставил начальником Годолию, то пришли к Годолии в Массифу, и именно: Исмаил, сын Нефании, и Иоханан, сын Карея, и Сераия, сын Танхумефа из Нетофафа, и Иезания, сын Маахитянина, они и люди их.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Израиль ҫыннисем, халӑха хӗссе лартнине, хӑйсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине курса, ҫӗр хӑвӑлӗсене, ту ҫурӑкӗсене, чул хысакӗсем хушшине, пашнесене, шӑтӑксене тарса пытаннӑ; 7. еврейсенчен хӑшӗ-пӗри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад ҫӗршывне каҫса кайнӑ; Саул Галгалрах пулнӑ-ха, унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх хӑрасах ӳкнӗ.

6. Израильтяне, видя, что они в опасности, потому что народ был стеснен, укрывались в пещерах и в ущельях, и между скалами, и в башнях, и во рвах; 7. а некоторые из Евреев переправились за Иордан в страну Гадову и Галаадскую; Саул же находился еще в Галгале, и весь народ, бывший с ним, находился в страхе.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех