Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ман кашни пусӗ шутра, кашни пуҫӗ ӗҫре.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсенчен юлакан кашни пус, кашни тӗпренчӗк пурлӑх вӗсен чунӗсене вут ҫинчи пек ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни килтех пулччӑр вӗсем, кашни ҫынпа тӗл пулса куҫа-куҫӑн калаҫчӑр.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр енчен, кашни кун ҫын ҫухатни, кашни кун е хула хапхисем умӗнче, е Хусан ҫулӗ ҫинче, е тата Атӑл леш енчи вӑрманта юр ӑшне пута-пута ҫапӑҫни Салтыков воеводӑна та тарӑхтарса ҫитерчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни ҫул килеҫҫӗ, кашни ҫул тупписене турттарса, суранӗсене сӑтӑркаласа каялла каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни кунах ҫапла, кашни кунах ҫӗнӗ ҫеҫпӗл ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ҫавна пула паян ҫитмӗле ҫитнӗ ватӑ та, вунӑ ҫулхи ача та, илемлӗ ҫамрӑк пике те кашни хулара, ялта, кашни урамра юнашар тӑрса ташлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ӑна кашни килтех, кашни пӳртрех шӑп пулса, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Кашни ӗҫӗн, кашни профессийӗнех шӑп кӑна ҫав ӗҫ валли, ҫав професси валли ҫуралнӑ ҫынсем пулмалла пек туйӑнать мана.

Ему казалось, что каждый рождается для определенной профессии.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла калани те тӗрӗсех мар пуль ҫав, мӗншӗн тесен кашни суярах чӑнлӑх тӳпи пур теҫҫӗ, кашни элекрех тӗрӗслӗх пайӗ пур имӗш.

Но с другой стороны, не зря же говорят, что в каждой сплетне есть и доля правды… Так раздумывал Михабар, споря сам с собой, ругая и одновременно оправдывая Укку.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун пек кашни утӑма, кашни сӑмаха, ҫын мӗнле пӑхнине картса пырсан пурӑнма та ҫук-ҫке тӗнчере.

Если обращать внимание на каждый взгляд, на каждое слово — как же жить тогда на этом свете?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа та газ участокӗн ӗҫченӗсем кашни яла ҫитеҫҫӗ, кашни ҫуртра пулса оборудованисен юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, ӗҫленӗ чухне хӑрушлӑх кӑларса ан тӑратчӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Унӑн кашни хусканӑвӗ ҫураҫуллӑ, кашни сӑмахӗ — ҫемҫе.

Движения ее были мягкие и каждое слово впопад, к месту.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл кашни ҫеҫке мӗнпе «сывланине». кашни курӑк мӗн енчен усӑллине, сиплине пӗлнӗ.

Она знала любую травку, любой цветок, какая в них польза или вред.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни килте, кашни ҫын чӗринче темӗнле паллӑ мар инкеке кӗтни сисӗнсе тӑрать.

В каждом доме ждали какую-то, пока неизвестную, беду.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни хулара мар, кашин присутствире, кашни кӗтесре унӑн хӑлхасем, куҫсем пулнӑ.

Не только в городах, в любом мало-мальском присутствии, любом захолустье были его люди — его глаза и уши.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах вӗсем кашни сыхлавҫӑ, Кашни ун куҫӗ те хӑлхи.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кашни утӑмра ҫын чарать, кашниех кӑкӑр тулли орденлӑ паттӑрпа мӗн ҫинчен те пулин калаҫса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урӑхла ӗҫлеме май та ҫук, мӗншӗн тесен кашни ҫыннӑн кӑмӑлӗ куҫ умӗнче, кашни ҫыннӑн ӗҫне халӑх курать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех