Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Коллектив та кашни уйрӑм ҫын интересӗсене ӑнлантӑр, кашни уйрӑм ҫын та коллектившӑн тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ вӗсене кашни кунах кӗтӗп, хӑвӑр патӑра та кашни кунах ҫырӑп..

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кашни каҫах ун хваттерӗ тӗлӗнче уйрӑлаттӑмӑр, кашнинчех пӗрне-пӗри чи кирлине каласа пӗтерейместӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Уявра пурнӑҫланӑ кашни творчество номерӗ ҫемье хаклӑхӗсем пӗлтерӗшлӗ пулнине, кашни ҫемьене ҫав тери кирлӗ пулӑшу тата юрату ҫинчен аса илтернӗ.

Каждый творческий номер, исполненный на торжестве, напомнил о важности семейных ценностей, поддержке и любви, которые так необходимы каждой семье.

Кистенлӗпуҫсем программӑна Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3646518

«Ӗҫ тупмалли центрсем кашни муниципалитет округӗнче, кашни хулара пур.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Эпир, писательсем, хамӑрӑн кашни съездрах, кашни пысӑк пухура, статьясенче халӑхпа унӑн чӗлхи ҫинчен, произведенисенчи нациллӗ колорит ҫинчен сӑмах хускататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ун кашни сӑмахне ытарайми тӑнлаҫҫӗ ачасем, кашни хусканӑвне сӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Перекетлӗ пурӑнма вӗренчӗ ял халӑхӗ — паянхишӗн ҫеҫ мар, ытларах ыранхишӗн шухӑшлать, кашни ҫӑкӑр тӗпренчӗкне, кашни чӗптӗм услам ҫуне шутлать, ытлашшине пуҫтарса фронта ӑсатма уйӑрса хурать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял касма юратмастӑмччӗ те ҫав, ак халӗ йывӑрлӑх килсе тухрӗ те ҫӳреҫех пулать, кашнинпе калаҫмалла, кашни мӗнле пурӑннине пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫеҫ мар, атте, кашни командир, кашни салтак ҫапла шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни патрон, кашни граната шутра.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Старостӑн кашни сӑмахӗ, халӑх хушшинчен тухакан кашни юнавлӑ сасӑ Анук чӗрине сӑнӑ пек пыра-пыра ыраттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ҫакӑн пек тӗрӗслевсем кашни ҫӗртех, кашни кунах, яланах пулса иртеҫҫӗ пулӗ!

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Кашнин патне, тейӗн, хӑйне май кирлӗ ҫул тупма пӗлмелле, кашни ачан интересне шута илсе ҫавна малалла аталантарма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл урапа ҫинчен сиксе анчӗ те ял хапхине хӑйне ӑсатма тухнӑ кашни ҫынпа ыталашса, кашни ачана йӑта-йӑта чуптуса уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кашни ҫемьен, кашни ҫамрӑкӑн хӑй лартнӑ юратнӑ йывӑҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни ҫын кашни йывӑҫшӑн кӗрешмесен, ҫак манӑн шакла пуҫ пекех тӑрса юлать вӑрман.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни кунах, кашни сехетре вӑл хӑйӗн тӑлпӑвӗнче ҫуркуннехи хурӑнри пек сӗткен сарӑлнине, ҫӗнӗ пурнӑҫ вӑй илсе пынине туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни урамра, кашни килте тенӗ пекех кама-тӑр ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех