Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнӑ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ав, йытти вилсе выртнӑ

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ, икӗ аллине те пичӗ айне хунӑ, тилхепене пӗҫҫисемпе хӗстернӗ — пит тутлӑ ҫывӑрать лавҫи.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Малтан ҫиллентӗм, кайран, кӗлетре пӗчченех макӑрса выртнӑ чухне — тӗрӗс каларӑн, йыснаҫӑм, тавах сана вӑхӑтра ӑс панӑшӑн, терӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр уйӑхран Тимуш вӑрҫа тухса кайрӗ, ҫулталӑк иртсен, пӗрремӗш хут аманса госпитальре выртнӑ чух, Уҫтук вилни ҫинчен ҫыру илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Салтӑнса выртнӑ чух ҫур ҫӗр ҫитсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шыва «пӑтратаканӗ» — котлован ҫыранӗ хӗрринчи ҫӳллӗ тӑм купи урлӑ тӑсӑлса выртнӑ пыршӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр-пӗччен иккен вӑл: ашшӗпе амӑшӗ унӑн вӑл госпитальре вилес пек выртнӑ чухне ҫӗре кӗнӗ; тӑван-хурӑнташ ҫук, авланма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вунпиллӗке кайсан, Тихӑн сасартӑк вилсе выртнӑ амӑшне пӗр ял масарне пытарать те «килне» таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак вучах ялкӑшнӑ май, ҫак сунтал янӑранӑ май епле хӑвӑрт ҫӗкленчӗҫ тин ҫеҫ ялсем ларнӑ вырӑнта, тин ҫеҫ уй-хир сарӑлса выртнӑ ҫӗрте сӑрт пек ҫӳллӗ те йӑлтӑр кӗмӗл пек ҫутӑ кервен ҫуртсем!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ырашӗ ҫулса пӑрахнӑ пек выртнӑ, чӑлханнӑ, хуралса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Горизонт йӗрӗ ҫинчи хура пӗлӗтсем укӑлча тулашне тухса выртнӑ хаяр йытӑсем пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вараланса пӗтнӗ, кивӗ, чӑхсем ларакан кашта айӗнче выртнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн те пулин пуласран хӑраса ӳкнӗ хӗрачасем вара ҫывӑрма выртнӑ чухне утиял айӗнчен урисем тухса ан тӑччӑр тесе питӗ лайӑххӑн витӗнчӗҫ.

Впечатленные девочки на всякий случай сегодня во время сна закутались так, чтобы ноги из-под одеяла не высовывались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Кунта кивӗ ӑпӑр-тапӑр чылай сапаланса, купаланса выртнӑ: хаҫат-журнал, учебниксем, тӗрлӗрен япала.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урӑхла май ҫук, мӗншӗн тесен вырӑн ҫинче выртнӑ чух шухӑшлама ирӗклӗ пулнӑ май унӑн ҫырма палӑртнисем нумайланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем иккӗшӗ вырӑн ҫинче выртнӑ чух шӑнкӑрав икӗ хутчен шӑнкӑртатрӗ: Инесса ку, урӑх никам та мар.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр куннех илтнӗччӗ Микихвӗр: амӑшӗ чупса ҫитнӗ чух Якур шырлантах выртнӑ иккен; хӑйӗн урлӑ пӑтранчӑк шыв юхнӑ имӗш; темле антӑхса кайман, мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрмене ахальтен асӑнмарӗ вӑл вилӗм кӗтсе вырӑн ҫинче пӗҫерсе-ҫунса выртнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче пӗлменшӗн, тен, вӑл выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех