Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗррехинче сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗррехинче (тĕпĕ: пӗррехинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачаллах йога меслечӗпе аппаланаканскер, пӗррехинче вӑл вӑйлӑ тренировка хыҫҫӑн халтан кайнӑ та, ҫӗре вилес пек йӑваннӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче ыратнипе тӑна кӗчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче каҫхине килӗнче вӑл лайӑх кӑмӑлпа юрласа ячӗ те ӑшра шалта темле хускалу, хырӑм ташши евӗрскер тытӑннине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн тӑхлачӑсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете халтан кайрӗҫ пулас, — лӑпкӑн кулса илчӗ Ваҫиле пӗррехинче, ҫыпӑҫакан шава пӗтӗмлетес вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче ҫамрӑк Кузнецовсем кукша хире — вӑрлӑх ҫитменнипе акса хӑварайман лаптӑксене, ҫумкурӑк пусса илнӗскере, курӑк пуҫтарма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн ҫинчен Ваҫилене пӗррехинче пӗр класра вӗренекен Захар, Нюҫҫана вӑрттӑн юратаканскер, йӗрес пек каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче каҫхине Натали Ваҫиле патне каҫрӗ те пӗтӗмпех ӑнлантарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вӗсен Шарикӗ — йӑлӑхтармӑш мар, сиенлӗ мар йытӑ аҫи — ҫемьен шанчӑклӑ тусӗ ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вырӑн ҫинче, хӗрсе кайсан, туйӑмсем тулса ҫитсен Ванюш ҫапла каласа хунӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Полина ҫуратаймасӑр вилчӗ-ҫке, — терӗ вӑл ӑна пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче туй умӗн вӗсем Ванюшпа пӗрлехи ҫемье пурнӑҫӗ, пулас ачасем ҫинчен аташса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче, фермӑра хуйхӑрнипе начарланса, сӑнсӑрланса кайнӑ салтак арӑмне курсан Егор Силыч, хӑй те тахҫанах тӑлӑха юлнӑскер, ҫак хӗрарӑма вӑрттӑн юратаканскер, чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вӗсене лашисем-мӗнӗпех баржӑсем ҫине тиенӗ те казаксен тунсӑхлӑ юррисене юрла-юрла Каспи урлӑ ишсе каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче ӑна йывӑҫне пӑхнӑ чух пӗр ватӑ карчӑк курнӑ та сиввӗн кулса янӑ: «Ахалех тӑрӑшатӑн, вӑлах сана вӗлерет», — тенӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Ваҫиле, колхоз доярки, бригадир, каҫхи сӑвӑм хыҫҫӑн пӗрле ӗҫлекенсене пурне те килӗсене ячӗ, хӑй вара фермӑра юлчӗ — юлашки декадӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тумаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пӗррехинче ҫак тӑсланкӑна курсан темшӗн хӑраса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче консультацинче, иккӗшӗ ҫеҫ юлсан, практикантка унран кӗҫех вӑрҫӑ пуҫланать тени тӗрӗс-и тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Егор Силыч Подоприхин, «Малалла» колхозӑн ҫӗнӗ председателӗ, районтан ҫӗнӗ хыпарпа тавранчӗ: пӗр колхознике Хусана ямалла — зоотехнике вӗренме.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Тӗнчура ялӗнчи паллӑ вӗрентекенсен ывӑлӗ Федор Аксенов чӑтаймарӗ, политрука тӳррӗн ыйту пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче пирӗн яла питӗ чипер чӑваш каччи — те юмахҫӑ, те юрӑҫӑ — килсе тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех