Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗррехинче сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗррехинче (тĕпĕ: пӗррехинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаврил Романович пӗррехинче Иринӑна, ӗҫ-пуҫ малалла та ҫаплах пырсан, ӑна палӑртнинчен пӗр кун маларах вӗҫлеме май пуласса пӗлтерчӗ, каланине вӑрттӑнлӑхра тытма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче, кантура пырса кӗрсен, Ирина кулленхи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне палӑртакан хӑма патӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫапла пӗррехинче леса вӑхӑтра туса памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вырӑнти халап тӑрӑх, пӗррехинче Швеци королӗ Люсечилӗн шыва кӗмелли вырӑнпа усӑ курнӑ та хулари ахаль ҫынсене те ҫак шыва кӗмелли ҫурта кӗме ирӗк пама ятарласа ыйтнӑ, ҫакӑ хулари ахаль ҫынсем ун кӑмалне кайнипе ҫыхӑннӑ (вӗсене унччен шыва кӗмелли ҫурта кӗртмен).

Местные слухи гласят, что однажды король Швеции посетил купальню в Люсечиле и специально попросил, чтобы простолюдинам города разрешили войти в деревянные стены этой купальни, потому что ему «понравились» обычные жители города (которых не пускали в купальню).

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Пӗррехинче ӗнесем суса ывӑннӑ хыҫҫӑн, канма тесе, выльӑх пӑхакансем пурӑнакан ҫурталла утнӑ чух, Крахъян аппа партком секретарьне Илле Энтипне тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Пӗррехинче Закускинпа унӑн тусӗсем хӑйсен черетлӗ улахне пухӑнса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пӗррехинче ҫакӑн ҫинчен хӑйне шахвӑртса каларӑм та, йывӑра илчӗ, ҫилленсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Тепри тата пӗррехинче конвертпа ҫирӗм пилӗк тенкӗллӗхине сӗтел ҫинех хурса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Пӗррехинче руль тытса пынӑ чух, пуяс шухӑш минретнипе пулас, ял вӗҫӗнче ҫӳрекен пӗр пысӑк сыснана таптарӗ те вӗлерчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Анчах пӗррехинче, кӳршӗ Крахъянпа хирӗҫсе кӗрсе кайсан, Сехенер кӗтмен ҫӗртен «нокаута» лекет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Пӗррехинче арӑмӗпе ачине яла илсе килнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Темшӗн аслисем курайми пулчӗҫ сана, унччен хисеплетчӗҫ… — пӗлтерчӗ Праски колхоз ветфельдшерне пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

— Пур ҫав… — пысӑк пӗлтерӗшлӗн тавӑрчӗ мана клуб пуҫлӑхӗ, — Пӗррехинче, ял пухӑвӗнче тӗрлӗрен ыйтусем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, пухӑва пынӑ ҫынсене тахӑшӗ лекци вуласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Пӗррехинче мана Пакӑш ялне командировкӑна ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

«Пӗррехинче троллейбусра ларса пыратӑп, — пуҫларӗ вӑл калавне.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Астӑватӑр-и, ҫамрӑксем, — Раманпа Миша еннелле ҫаврӑнчӗ Яльчиков, — сире пӗррехинче эпир ӗлӗк йывӑҫ мӗнле турттарни ҫинчен каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче Рамансем патне Яков Кашкин пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пӗррехинче чӑнах та ӳсӗр Хӗлимуна килне сӗтӗрсе ҫитернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Темле лайӑхмарланса каятӑп ун умӗнче, пӗртте кӳрентерес килмест, темле пур енчен те ырӑ тӑвас килет ӑна, — чунне уҫрӗ пӗррехинче Хӗлимун Хӗветӗр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех