Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускавра (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн элчӗ Мускавра чипер ҫуртра пурӑнать, ӑна унта никам та кӳрентермест.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑн элчӳ Мускавра ман пек тертленсе пурӑнсан мӗн калӑттӑн эс, Юсуф князь?

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, Мускавра туртса илмӗҫ ӑна санран?

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр уйӑха яхӑн ҫӳрерӗ Мускавра, килсен те чи малтан хан патне мар, аслӑ карачи патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ хутӗнче, бакши чылайччен Мускавра пурӑннӑ хыҫҫӑн, хан унран кулса та илнӗччӗ: тупата турӑшӑн, эсӗ хӑвӑн арӑмусем пирки Мускаври ӗҫсене пӗлнӗ чухлӗ пӗлместӗн, манӑн хаклӑ тусӑм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускавра кайӑкӗсем те вырӑсла калаҫаҫҫӗ тем…

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Ҫапла Настаҫ кинеми, халиччен Мускавра пулса курманскер, питӗ каясшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Мускавра пурӑнать, — каласа патӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

«Профессор… Ҫапла, Степан Лукичӑн Мускавра палланӑ пӗр профессор пуррине эпӗ те пӗлетӗп. Ҫав килнӗ пулас. Курасчӗ ӑна, курасчӗ!» — шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

— Кӑна Мускавра туянтӑн-и? — пырса тӑчӗ ун умне Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

— Ан палка пустуй, Мускавра вӑрӑсем пур-и?

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Кунта киличчен Мускавра пурӑннӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӗр ывӑлӗ Мускавра вӗренет, тепри салтакра иккен.

Один сын учился в Москве, другой был на службе в армии.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ярославльте ҫуралса ӳснӗ, унти театр институтне пӗтернӗ, халӗ Мускавра Останкинӑри телекуравпа радиовещани институтӗнче малалла пӗлӳ илекен Владимир Вобликов актер, режиссер иртнӗ ҫул Орелти театрта ӗҫлекен, нумай кинора ӳкерӗннӗ Сергей Фетисов актерпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Шупашкарта та, Мускавра та вӑл пирӗн тума пуҫланӑ электростанци шугланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир аслӑ князь патне службӑна килнӗ, мӗнле тытса паратӑр-ха Мускавра пурӑннӑ хушӑра? — ӑнланмарӗ Алексей Федорович.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавра таркӑнсене йышӑнмаҫҫӗ пулӗ ҫав унта, мӑрсасене кӑна йышӑнаҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурӑнтӑр эппин Сулем темиҫе уйӑх Мускавра, боярсен юнне кӑшт пӑстӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавра боярсем влаҫшӑн ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан вӑрҫӑ пуҫланине, Сафа-Гирей ҫарӗсем Чулхула патне ҫывхарнине Мускавра никам та пӗлмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех