Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Мӗншӗн-ха ҫак халӑх аташать? мӗншӗн-ха Иерусалим ӗмӗрӗпех аташать? вӗсем ултава хытӑ шанаҫҫӗ — Ман енне ҫаврӑнасшӑн мар.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иудейӑри хуласенче тата Иерусалим урамӗсенче савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, ҫураҫнӑ хӗр сассине те чарса лартӑп — ҫакӑ ҫӗр пушхир пулса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче мӗн тунине курмастӑн-им?17. Не видишь ли, что они делают в городах Иудеи и на улицах Иерусалима?
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Иерусалим, тӑна кӗрсем, Манӑн санран сивӗнес марччӗ, Манӑн сана пушхир, ҫын пурӑнман ҫӗр, туса хӑварас марччӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Вениамин ывӑлӗсем, тарӑр Иерусалим хушшинчен, Фекойӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Бефкаремра вут-ҫулӑмпа паллӑ парӑр: ҫурҫӗр енчен синкер-сехмет килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим урамӗсем тӑрӑх ҫӳресе пӑхӑр-ха, тӗпчесе пӗлӗр-ха, урам тӑваткӑлӗнче шырӑр-ха: тӳрӗлӗхе уяса пурӑнакан, чӑнлӑха шыракан ҫын пур-и?
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Иудӑпа Иерусалим арӗсене ҫапла калать: хӑвӑр валли ҫӗнӗ ана сухалӑр, анчах ҫумкурӑк хушшине ан акӑр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. кай та Иерусалим хӗрне хӑлхинчен каласа пӗлтер, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн ҫамрӑк чухнехи шанчӑклӑхна, санӑн юратӑвна аса илетӗп, эсӗ ун чухне ҫураҫнӑ хӗрччӗ, ун чухне эсӗ Ман хыҫӑмран пушхирпе, нимӗн акман ҫӗрпе, пыраттӑн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ Эпӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗсен ӑрӑвӗсене пурне те чӗнсе илӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем килӗҫ те — кашнийӗ Иерусалим хапхи умне те, унӑн хӳми йӗри-тавра та, Иудейӑн мӗнпур хулинче те хӑйӗн пуканне лартса тухӗ.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна Амон ывӑлӗ Иосия вунвиҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра, 3. ҫавӑн пекех Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра тата Иудея патшине Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑранпа вунпӗрмӗш ҫул вӗҫлениччен, Иерусалим куҫса кайиччен пиллӗкӗмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн сӑваплӑ хулусем пушхир пулса кайрӗҫ; Сион пушхир пулса тӑчӗ; Иерусалим — пуш-пушӑ.10. Города святыни Твоей сделались пустынею; пустынею стал Сион; Иерусалим опустошен.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Санӑн хӳмӳсем ҫине, Иерусалим, Эпӗ хуралҫӑсем тӑратрӑм, вӗсенӗн сасси кӑнтӑрла та, ҫӗрле те чарӑнмӗ.6. На стенах твоих, Иерусалим, Я поставил сторожей, которые не будут умолкать ни днем, ни ночью.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫутал: санӑн ҫуту ҫитрӗ, сан ҫийӗн Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухрӗ.1. Восстань, светись, [Иерусалим], ибо пришел свет твой, и слава Господня взошла над тобою.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тусанна силлесе тӑк; ҫӗклен, тыткӑнри Иерусалим! мӑюнти сӑнчӑрна хывса ывӑт, Сионӑн тыткӑнри хӗрӗ!2. Отряси с себя прах; встань, пленный Иерусалим! сними цепи с шеи твоей, пленная дочь Сиона!
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Иерусалим, сӑваплӑ хула, аслӑлӑхун чаплӑ тумне тӑхӑн! Ӳт кастарманнийӗ, таса марри ӗнтӗ сан хутлӑхна кӗреймӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑран, вӑран, ҫӗклен, Иерусалим, Ҫӳлхуҫа аллинчен Унӑн хаярлӑхӗн куркине ӗҫсе янӑскерӗ, ӳсӗртекен куркана тӗппипе, тумлам юлмиччен ӗҫнӗскерӗ, ҫӗклен.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ырӑ хыпар пӗлтерекен Иерусалим, сассуна хӑпарт, вӑйлӑлат!
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.