Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Николай Дегтярев капитан темерӗн-и?! — ывӑлӗ каланине ӗненмерӗ вӑл.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗненмерӗ сунарҫӑ, Петрук ҫине чеен пӑхса илчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Аннеҫӗм, ҫавӑ мар-и ку!» — хӑйне хӑй те ӗненмерӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Наҫтик ӗненмерӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анукӑн укҫа пурри тата вӑл укҫана ӑҫтан тупнине каласа паманни ырӑ енне маррине пӗлсен те, хӗрӗ вӑрӑ тенине ӗненмерӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук хӑйне хӑрушлӑх тивессе ӗненмерӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтерук ял тӑрӑх ҫӳрекен наркӑмӑшлӑ халапсене ытлашшиех ӗненмерӗ пулин те, унтан вара унӑн чӗри каснӑ пек ыратать.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ вара: илемлӗ вӑрман тӑрӑхӗнче темӗнле икӗ арҫын тӑрӑшсах йывӑҫ касать.
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ӗненмерӗ, итлеме пуҫларӗ — нимӗн те илтӗнмест пек.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле юратакан каччӑпа ҫакӑн пек ҫывӑххӑн, юнашар ларнине хӑй те ӗненмерӗ, унчченхи пек хӑранине те, намӑсланнине те туймарӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мана никам та ӗненмерӗ.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Мӑшӑр мана ӗненмерӗ, «ун пекки тӗлӗкре ҫеҫ пулма пултарать» терӗ.
21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010
Маринэ сӑмахне Таранов питех ӗненмерӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр эрнерен унӑн хваттерне кайрӗ, анчах унта шӑнкӑрав тӳми ҫине пуссан алӑка пачах палламан ҫын уҫрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Калаҫнӑччӗ пӗринпе, Саркай текеннипе, анчах вӑл мана ӗненмерӗ пулас, — кӳренерех хуравларӗ Нарспи Гавриловна.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Маша хӑй куҫне ӗненмерӗ: ҫак икӗ тӗлӗнтермӗш пушмак-пальтосӑр тӑра параҫҫӗ.Маша не поверила своим глазам: эти два чуда стояли разутые и без пальто.
Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578
— Апла мар поль те, — ӗненмерӗ мучие Мавра кинеми.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ӑҫтан пӗлетӗн? — ӗненмерӗ хӗрарӑм.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӑкачав хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ:
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑрах вӑл Белокопытова тӗл пуласса ӗненмерӗ те.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ Карлай.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.