Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненмерӗ (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Ухтиванпа та калаҫса пӑхрӑм та, ӗненмерӗ.

Я с Ухтиваном говорила — не послушался.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Барон, ҫук, ӗненмерӗ Хӑй куҫӗпе хӑй курнине, Вӑл тавҫӑрса час илеймерӗ Хӗр учӗ мӗншӗн урнине.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ку тата мӗскер? — хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан хӗр ӑна ӗненмерӗ, анчах, леш тӗрӗс каланине туйса илсен аптраса ӳкрӗ, пӗтӗм чун-чӗререн тарӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пулӗ-ҫке, — ӗненмерӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Суятӑн, — ӗненмерӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паҫӑр вӑл «аҫуна калатӑп» тесе хӑратмалла ҫеҫ каласа хучӗ, ӑна, паллах, Карачӑм та ӗненмерӗ, ак халь Зоя ку ӗҫре вӑтанса тӑма юраманнине, ун ашшӗ чӑнах та пӗтӗм ӗҫе пӗр-пӗчченех юсаса яма пултарнине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне малтан упӑшки шӳт тӑвать пулӗ тесе шутларӗ, вӑл ӑна пӗрре те ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятламас вӑл Тукая укҫа тӳленине ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ун тимӗрҫи кам пулнине, вӑл ӑҫтан тупӑннине ӑнлантарма пӑхрӗ, мӗн пӗлнине йӑлтах каларӗ ун пирки, анчах хӑех курчӗ, Булат Ширин ӑна ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Те ӗненчӗ, те ӗненмерӗ ун сӑмахӗсене Тукай, тек ним ҫинчен те ыйтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воевода вӗсене ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн куҫӗсем мӗн курнине хӑй те ӗненмерӗ — кунталла килекен юлан утсем никам та мар, Тукайпа унӑн ывӑлӗ Туканаш пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Сахиб-Гирей Чалӑм патне уҫӑлма кайса килесшӗн», «Сахиб-Гирей ҫармӑс вӑрманӗнче сунара ҫӳресе пӑхасшӑн» текен сӑмахсене вӗсенчен никам та ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑха ҫитсе пӑхсан Ахтупай хӑйӗн куҫӗ курнине хӑй ӗненмерӗ — тарӑн шӑтӑк пӗр кӗтессинче палламан ҫын йынӑшса выртать, тепӗр кӗтессинче тӳме евӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тӗлӗнерех пӑхкаласа пысӑках мар упа ҫури ларать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чӑнласах калатӑн-и кӑна? — ӗненмерӗ Альтук инке.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алюнова та, Васильева та, Титова та ӗненмерӗ Родионов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев тӗлӗнсе, Павлуш ҫине пӑхса илчӗ, хӑйне хӑй ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӑхрӗ те тӗлӗннипе чӗлхесӗр пулса тӑчӗ Илемпи, хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ылтӑн муклашкине курсан вӑл малтанах хӑйӗн куҫӗсене хӑй ӗненмерӗ.

Увидев самородок, он вначале не поверил своим глазам.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех