Шырав
Шырав ĕçĕ:
Илтнӗ вӑл: вӑйлӑ ӗҫкӗ, шавлӑ ӗҫкӗ пулнӑ: ӗҫнӗ савӑт-сапине те йӑлтах ҫапса салатса пӗтернӗ; ниҫта та пӗр тумлам эрех те юлман, хӑнисемпе тарҫисем хаклӑ черккисемпе, куркисене вӑрласа кайнӑ; акӑ килхуҫи шухӑша кайса тӑрать, вӑл «ку ӗҫкӗ пулман пулсан, темиҫе хут лайӑхчӗ» тесе шутлать.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чаплӑ Урха ҫуртӗнче Ӗҫкӗ вӑйлах пулмарӗ: Унерпинӗн ӗҫкинче Арӗ ҫукки хупларӗ.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗҫкӗ ӗҫкех ҫав — юна вӗрилентерет, кӑмӑла ҫӗклет, ӗмӗт-шухӑша ҫунатлантарса ярать.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӗкӗт сӗрме купӑс калама ӑста пулнӑран, мӑрса ӑна хӑйӗн ӗҫкисене чӗнтерет, ӗҫкӗ хыҫҫӑн ӑна ӳсӗррипе ӳсӗр маррине пӑхмасӑр яланах лавпа леҫтерет.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗҫкӗ тесен — ӗҫкӗ тӑваҫҫӗ: юрлаҫҫӗ те, ташлаҫҫӗ те.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсем ӗҫкӗпе иртӗхессине хирӗҫ кӗрешнӗ, мӗншӗн тесен ӗҫкӗ вӑл хӑрушла япала, нумай-нумай ҫынна телейсӗр тӑваканскер.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Паляныця астуса илчӗ: чӑнах та, ӗнер пан полковник хӑйӗн савнӑ хӗрӗпе тата хӑйӗн яланхи ӗҫкӗ ҫыннисемпе хутора кайса питӗ вӑйлӑ ӗҫкӗ тунӑччӗ-ҫке Погром вӑхӑтӗнче хуларан тухса кайни Голубшӑн меллӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кунта турра кӗлтӑвакан карчӑксем пур; ӗҫкӗ ӗҫекен карчӑксем пур; пӗр вӑхӑтрах ӗҫкӗ ӗҫекен, турра та кӗлтӑвакан карчӑксем те пур; ӑнланса илмелле мар майсемпе тӑранса пурӑнакансем, Калинкин кӗперӗнчен пасара ҫити, унта вунпилӗк пуса сутас тесе, кӑткӑсем пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк сӗтӗрекен карчӑксем пур; пӗр сӑмахпа каласан, унта этемлӗхӗн чи телейсӗр тӗпӗ нумайрах пурӑнать, пӗр политика экономӗ те вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатмалли мелсем шыраса тупайман пулӗччӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ну, халь ӗҫкӗ — ӗҫкӗ мар, Ут утлан та хӗҫ кӑлар!Но чу, Гулять не время, К коням, брат, и ногу в стремя, Саблю вон — и в сечу!
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пысӑк ӗҫсем вӗҫленнипе Кирей ӗҫкӗ турӗ, вӑл виҫӗ куна тӑсӑлчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ку урӑх сӑмах, паҫӑрах каламаллаччӗ, хама та йӗрӗнтерет ку ӗҫкӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
— Ӗҫкӗ пирки мӗнле?
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Эпир ман килте, ҫук, ман мар ӗнтӗ… иксӗмӗрӗн килте пӗчӗк ӗҫкӗ пекки туса ирттерме те пултарӑттӑмӑр.
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗҫкӗ пынӑ хушӑра ҫакна ӑнсӑртран аса илнӗ те унпала Ҫтаппана кӗрештерсе пӑхас шухӑш пырса кӗнӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗҫкӗ малалла тӑсӑлчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Мӑй таран ӗҫкӗ унта!..
44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ямпахтӑ ялӗнче вӑрттӑн профилактика ӗҫне туса ирттернӗ май ҫав пилӗк чекист ӗҫкӗ йӗркеленӗ, хӗрсене йӑха тӑсма хистеме хӑтланнӑ, анчах лешсем итлемен, тарса пӗтнӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах Бахусне, ӗҫкӗ туррине, питех пуҫҫапмастӑп эп халь, ку енпе хамӑн плана ытлашшипех тултарнӑ, ҫитет!
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Кӑҫалхи Сурӑм пуххи тӗлӗнче ҫак хӗре вӑрласса кӗтсе ӗҫкӗ ӗҫме шак хунӑ ӗнтӗ ял-йыш.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ялта пӗр кил ӗҫкӗ тусан — пӗтӗм ял унта пухӑнать.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.