Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Владимир Путин Мускав ҫывӑхӗнчи Солнечногорскри «Сенеж» управлени мастерскойӗнче «Геройсен вӑхӑчӗ» вӗренӳ программине хутшӑнакансемпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Путин "Геройсен вӑхӑчӗ" вӗренӳ программине хутшӑнакансемпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3812901

1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 60-мӗш танк полкӗн рота командирӗ Я. Г. Сульдин аслӑ лейтенант Чернигов облаҫӗнчи Щорс районӗнчи Смяч ялӗ ҫывӑхӗнчи Снов юханшыв тавралӑхне тӗпченӗ, юханшыв урлӑ каҫса тӑшман плацдармне ярса илнӗ.

21 сентября 1943 года командир роты 60-го танкового полка комсомолец старший лейтенант Я. Г. Сульдин провёл разведку реки Снов в районе села Смяч Щорского района Черниговской области, форсировал реку и захватил плацдарм.

Сульдин Яков Григорьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%83%D ... 0%B8%D1%87

Округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлес енӗпе тӑрӑшакан советникӗ О.П. Григорьева ертсе пынипе Эколог кунӗнче хастар ҫамрӑксемпе тата волонтерсемпе пӗрле ун ҫывӑхӗнчи вырӑна тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Пушкин районӗнчи Мартьянково ялӗ ҫывӑхӗнчи шурлӑхра, Клин-Дмитров сӑрчӗн хысакӗсенче пуҫланать, ансӑр айлӑмпа ҫурҫӗрелле канал ҫинчи Яхрома шывуправӗ таран юхать.

Начинается в болоте около деревни Мартьянково Пушкинского района, на склонах Клинско-Дмитровской гряды, течёт на север по узкой долине до Яхромского водохранилища на канале.

Яхрома (Сестра юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AF%D1%85%D ... %BF%D0%B8)

Екатерина, Монтенӗн, Локкӑн тата Фенелонӑн прогрессивлӑ шухӑшсене килӗштерекенскер пулнӑ, Париж ҫывӑхӗнчи Сен-Сирск институчӗ евӗр вӗренӳ заведенийӗ йӗркелесшӗн ҫуннӑ.

Екатерина, поклонница прогрессивных идей Монтеня, Локка и Фенелона, желала учредить учебное заведение наподобие Сен-Сирского института под Парижем.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Унӑн лаптӑкӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра 10 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Севок сухан лартма тухнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/24/%d1%81%d0 ... 85%d0%bda/

Ҫӑтӑлтти-ҫатӑлтти турӗ те хайхи хӳме ҫывӑхӗнчи кӗрт ӑшне пашт кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ял ҫывӑхӗнчи варта, шурӑ та йывӑр тӗтре упаленсе ҫӳрекен ҫырмара, лаша касӑвӗ тулхӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килкартинче вӗсен чӳречи ҫывӑхӗнчи лаптӑкра хӗрлӗ машина ларать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Командӑсем Игорь Николаев ҫӑлкуҫӗ патӗнчи уҫланкӑра лагерь туса пӗтериччен инструктаж иртнӗ, апатланнӑ та лагерь ҫывӑхӗнчи территорие тӗпчеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пӗтӗм районти турслет иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3778405

Пӗлтӗр вокзал ҫывӑхӗнчи площадьре тротуар плиткине сарса урамри хунарсем лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туймазӑра нацпроект шайӗнче вокзал умӗнчи площаде активлӑ тирпейлеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3778407

Тури сӑмсах — материк ҫывӑхӗнчи район.

Верхний мыс — ближайший к материку район.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Тепӗр уйӑхӗ ырӑ кӑмӑллӑ аннӳ — Сӑпани аппа — ӑнсӑртран ӳкерсе хӑварнӑ ҫу ҫавраки евӗрччӗ, йӑмра ҫывӑхӗнчи кӳлӗре тӗлӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Хӗвел Тусӗ, те вылясшӑн пулса, хӳме ҫывӑхӗнчи хурсем патне пырать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Вӑрманҫӑ кулкаласа пупленине кура, Стервиз хӑй ҫывӑхӗнчи вут пуленки ҫине наках ларать: «Тӑхта, — Левене кӑчӑк туртать. — Ан васка…»

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ирех якобитсен ҫарӗ, выҫӑ та ҫӗрлехи ӑнӑҫсӑр маршпа аптраса ҫитнӗскер, Каллоден ҫывӑхӗнчи вереск тӗммиллӗ Drumossie Moor пушӑ вырӑна ҫитсе тухнӑ.

Раннее утро 16 апреля застало армию якобитов, голодную и измученную неудачным ночным маршем, на болотистой покрытой вереском пустоши Drumossie Moor вблизи Каллодена.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу (акӑл. Battle of Culloden) — якобитсен иккӗмӗш пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче 1746 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче ҫурҫӗрти Шотландири Инвернесс хула ҫывӑхӗнчи Каллоден ялӗ таврашӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу.

Сражение при Каллодене ( англ. Battle of Culloden) — сражение, произошедшее в ходе второго якобитского восстания 16 апреля 1746 года в окрестностях Каллодена, селения в северной Шотландии неподалёку от города Инвернесс,

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Сад-пахча тавра йӗплӗ пӑралук карса тухнӑ, пурпӗр темле студентсем, сад ҫывӑхӗнчи стройкӑра ӗҫлекенсем, чип-чиперех шӑвӑна-шӑвӑна кӗретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ҫиччӗмӗш класс хыҫҫӑн, ҫу вӑхӑтӗнче, шӑпа тени Ваҫука интернатри ҫирӗм-вӑтӑр ачапа пӗрле Ш. хули ҫывӑхӗнчи улма-ҫырла совхозне илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех