Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вут-хӗм сирпӗтнӗрен чукун ҫул ҫывӑхӗнчи курӑк тивсе илнӗ.

От искры, вылетевшей с него, загорелась трава возле железной дороги.

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Шупашкарта пӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: Шупашкар мэрийӗ Матэ Залка урамӗнчи 6/12№ ҫурт ҫывӑхӗнчи пӗр каруҫҫеле тӑпӑлтарса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ Ҫулавӑҫ ҫывӑхӗнчи уйра пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

— Вӑрҫӑ ҫулӗсене мантӑн пулать, эппин, — ҫӑл ҫывӑхӗнчи каска ҫине ларчӗ Матюк.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Строительствӑри ӗҫӗ-хӗлӗ Григориун кунта, Шупашкар ҫывӑхӗнчи поселокра, пуҫланса каять.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кӑмӑл… пур-ха, епле ан пултӑр, — тетӗп те алӑк ҫывӑхӗнчи хыҫсӑр пукан ҫине вырнаҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 7 сехет те 33 минутра Пӑрачкав ялӗнче «КамАЗ» Комсомольски урамӗнчи 72-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи газ пӑрӑхне лектерсе йӑтса антарнӑ.

Вчера, 23 мая, в 7 часов 33 минут в селе Порецкое «КамАЗ» повредил газопровод по адресу ул.

«КамАЗ» газ пӑрӑхне йӑтса антарнӑран ҫурт ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35081.html

Аса илтеретпӗр, пирӗн округра ун пеккисем иккӗ: Елчӗкри Привокзальная урамри территори тата Аслӑ Елчӗк ялӗнчи тӗп лапам ҫывӑхӗнчи сквер.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

Хӗрача утма пултарнӑ тесе шутлакан ҫул ҫывӑхӗнчи мӗнпур видеокамерӑна тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Аякран килнисемпе пӗрлех Ишекри тата унӑн ҫывӑхӗнчи пурнӑҫӗ йывӑр ҫемьесенчи 20 ачана хӳтте илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Мамликасси ҫывӑхӗнчи «Унга-2» сад пӗрлешӗвӗнче тӳрех 5 дача ҫурчӗ ҫӗрпе танлашнӑ, 1 гектар ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Плотина ҫывӑхӗнчи лаптӑксене ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫре те палӑрса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Сӑмах май, темиҫе кун каялла анчах пулса иртнӗ ларура вӑрмансен таврашӗнче, ялсен, килти хушма хуҫалӑхсен ҫывӑхӗнчи типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарнин тӗслӗхӗсемпе 3 протокол тӑрӑх тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ пулсан, хальхинче — 4 ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

«…Эпӗ ун чухне вунтӑваттӑра пулнӑ, Минск ҫывӑхӗнчи пӗр поселокра пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ак, 1912 ҫулхи Шупашкар уесӗн карттине пӑхсан Лапсар таврашӗнче Чӑркаш (Чергашъ), Иккӗмӗш Ҫӗньял (Вторые Синьялы, Ассакасси ялӗн пайӗ), Ассакасси (Аса-касы), Ҫатракасси (Сятра-касы), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗн пайӗ), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкас), Хӗрлӗ Ҫыр (Хирлесиръ), Ҫӗньял (Синьялы), Ойкасси (Ой-касы), Пайтерек (Байдеряково, халь Кӳкеҫе кӗрет) ялсем вырнаҫнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ямаш ҫывӑхӗнчи аэродрома Герасим Федотович ирхине тӑхӑр сехет иртсен ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пӗлетӗн-и, Караҫӑм, Пурташ ҫывӑхӗнчи Янрав ҫырмине?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унччен те пулмасть – вӑрман хӗрринчи кӑтра чӑрӑша е пӗр-пӗр ял ҫывӑхӗнчи ем-ешӗл кӗр калчи пуссине асӑрхатӑн-и — ху сисмесӗрех хӑпартланса каятӑн:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех