Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫса (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннисене те, июнӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкула пухӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене те ҫирӗпрех пулма, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине, ҫавӑнпа та хӑйне тата паттӑрлӑхне асра тытмаллине асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Большов Михаил Алексеевич СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Гитлер захватчикӗсемпе ҫапӑҫса паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ кунччен пурӑнса ҫитеймен, Совет ҫарӗсем Тухӑҫ Пруссие кӗнӗ чухне, 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 277-мӗш стрелоксен дивизин 562-мӗш отделенипе командӑланӑ чухне 1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура паттӑррӑн пуҫ хунӑ.

Михаил Алексеевич Большов не дожил до того дня, когда Указом Президиума Верховного Совета СССР от 24 марта 1945 года за доблесть и мужество проявленные в боях с гитлеровскими захватчиками его наградили Орденом Славы 1-й степени, он погиб в бою 25 октября 1944 года при вхождении советских войск в Восточную Пруссию, командуя отделением 562-го отдельного сапёрного батальона 277-й стрелковой дивизии 5-й армии 3-го Белорусского фронта.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

— Тен, эсир иксӗр ятарлӑ ҫапӑҫса кайнӑ?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Санӑн ывӑлу тӑван Америкӑшӑн паттӑрла ҫапӑҫса вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Иккӗш те аманкаланӑччӗ — малтан ҫапӑҫса пуль.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл хӑйӗн пӗр пиччӗшне иртнӗ вӑрҫӑра ҫапӑҫса вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панн ҫинчен те, тепӗр пиччӗшӗ халь те флотра офицер пулни ҫинчен те, унӑн ашшӗ Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ иккенне те каласа парасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн вара, коммунизмла ӗҫлекен заводри рабочин, ҫав кая юлнӑ элементсемпе ҫапӑҫса, вӗсен ҫатмисене ҫавӑрса ҫапса пурӑнас-и?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атте шурӑ финсемпе ҫапӑҫса килчӗ те, эпӗ вӑрҫӑ таврашне юратми пултӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсен шутӗнче — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ Владимир Бараевӑн «Сӳнми хӗлхем» ятлӑ кӗнеки.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫӳрет сехет, пӗр чарӑнмасӑр шаккать, анчах хуҫи ҫук ӗнтӗ, Паттӑрла ҫапӑҫса пуҫне хунӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫса, юн тӑкса, каялла чакса килетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ тапрансанах Совет ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе йытӑпа кушак пек ҫапӑҫса каясса кӗтнӗ вӑл, анчах совет ҫыннисен туслӑхӗ, хӑвӑр куратӑр, вӑрҫӑра тата ытларах ҫирӗпленет!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Генерал юлташ, эпир полк ялавӗпе ункӑран ҫапӑҫса тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки финсемпе ҫапӑҫса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Танксене хирӗҫ ҫапӑҫса курман салтаксем тӗрлӗ еннелле чӑл-пар саланчӗҫ..

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытти вуникӗ крючнике вара сых ятне, кӗрешекенсемпе ҫапӑҫса кайма лексен, вӗсене хӗнесе хӑварма илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паттӑрла ҫапӑҫса ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пӗлӗт курӑнми пуличчнех ӗҫтерессе шанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Юрӗ, пушмаксӑрах киле ҫитӗп», — терӗм те пылчӑкпа «ҫапӑҫса» ана тӑрӑх Кӑшкати уйӗ еннелле уттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Египета каллех пӑхӑнтарса тӑма хӑтланса пӑхнӑ кушитсен юлашки патши Тануатамон пулнӑ, пирӗн эрӑчченхи 664 ҫулта вӑл ассирисемпе ҫапӑҫса илнӗ, анчах унӑн ҫарне аркатса тӑкнӑ.

Последним кушитским царем, который попытался восстановить контроль над Египтом, был Тануатамон, который потерпел сокрушительное поражение от ассирийцев в 664 г. до н. э.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех