Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫса (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-икӗ уйӑх хушшинче пӗр хуласемпе ялсем урлах тӑватӑ ҫар — темиҫе ҫӗр пин ҫын! — ҫапӑҫса иртнӗ.

— За каких-то два месяца по одним и тем же городам и селам прошлись четыре армии — несколько тысяч человек!

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуҫасем ашкӑннине пӑхса лариччен… ҫапӑҫса пуҫа хурам, — тесшӗнччӗ те вӑл, юлашки сӑмахне каламарӗ.

Чем сидеть и глазеть, как резвятся богатеи… («Лучше сложить голову в драке…» — хотел было сказать Ухтиван, но не произнес последних слов.)

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗрӗп пек хутланса пурӑниччен, выҫӑ асапланса виличчен — ҫапӑҫса вилни ҫӗр хут авантарах.

Чем прятаться, как ежу, да с голодухи пухнуть, уж лучше в драке с ко штанам и погибнуть.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑман-мӗн тупса килнӗ те вӑл, чӗпписене шыранӑ чух кушакпа ҫапӑҫса хӑрах куҫне ҫухатнӑскер, йӑвине, пушӑ хӑма хушшине, кӗрсе ларнӑ.

Принесет червяка или еще какую букашку, сядет в гнездо — в щель между досками, потреявшая глаз в битве с котом, когда искала птенцов.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр сӑлтавсӑрах ҫапӑҫса кайма пулать.

Тут не захочешь, да вскипишь.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗнле, Кабир пичче, кӗрешес-и?» тесе ыйтсан, вӑл Галимджана «Кирек те мӗн ту, анчах ҫапӑҫса ан кайӑр» тесе ҫеҫ тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Елӗк Акатуйӗнче кашни ҫулах чӑвашсемпе тутарсем ҫапӑҫса каятчӗҫ, кӗрешӳре тутар ҫынни ҫиеле тухсан, чӑвашсем кутӑнланатчӗҫ, чӑваш ҫынни ҫиеле тухсан, тутарсем харкашмалли сӑлтав шыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваттисем каласа пама тытӑнса, ҫамрӑксем вӗсене тӗлӗнсе итлеҫҫӗ: мӗнле-ха ӗлӗк ҫак икӗ ял вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫса пурӑннӑ, мӗн ҫитмен ҫынсене?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Упӑшки те ӗҫсе ӳсӗрӗлсе е пӳкле вилӗмпе вилмен, финсемпе ҫапӑҫса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса аманнӑ, пирӗншӗн ылттӑнран хаклӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала ӑна ҫапла ӑнлантарчӗ: «Куҫма Иванч нимӗҫсемпе ҫапӑҫса курнӑ ҫын. Вӗсем ун чунне витернӗ. Унӑн нимӗҫсене тавӑрмалла пулнӑ, ҫавӑнпа хӑй каяйманнипе хӗрне фронта ярать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей сакӑр кун ҫапӑҫса Хусана ҫӗнӗрен пырса кӗни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем Атӑл тӑрӑх пысӑк ҫар илсе анма шутласа хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсасем ханпа ҫапӑҫса кайнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утлӑ ҫар темиҫе ҫӗрте чарӑна-чарӑна ҫапӑҫса каялла чакрӗ, анчах ӑна пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтерсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Апла Тукай хир енче нухайсемпе ҫапӑҫса, чунтан тулашса пурӑннӑ хушӑра Хусанта пысӑк ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнтӗ Бахчэ-Сарайран тухса кайма та хӑрушӑ мар, ун телейне, Ислам-Гирей Нухай мӑрсисемпе ҫапӑҫса пуҫне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн шухӑш ҫакӑн пек: Хусанӑн Крымпа та, Мускавпа та ҫапӑҫса пурӑнма юрамасть, анчах хана тем тесен те Мускавран ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пухӑннисем Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ моряк-ентешӗсене — Иван Николаевич Николаева, Григорий Михеевич Михеева, Филипп Макарович Макарова — аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Вӗрентӗп эп сире тутарсемпе ҫапӑҫса порӑнма!

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех