Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ялан кӑмӑлсӑр, ҫиллес пичӗ-куҫӗ халӗ хаваслӑн ҫуталнӑ, пӗвӗ тӳрленсе ҫамрӑкланнӑ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кӗлетки-ҫурӑмӗ тӳрленсе ҫамрӑкланнӑ, пӗркеленнӗ пичӗ ҫуталнӑ, кӑвак куҫӗнче хаваслӑх ҫиҫет.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫамрӑкланнӑ, илемленнӗ вӑл!
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Ҫамрӑк ҫынсемпе калаҫма юрататӑп, вӗсемпе эпӗ хама та самаях ҫамрӑкланнӑ пек туятӑп, — терӗ вӑл мана юлашкинчен.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫӗнӗрен ҫамрӑкланнӑ евӗр, ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйрӗ хӑйне ватӑ шӑмшак.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӳлӗме ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнса тирпейленнӗ те ҫамрӑкланнӑ, савӑнӑҫпа ҫуталса тӑракан пит-куҫлӑ Матӗрне вӗҫтерсе кӗчӗ.
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑкланнӑ чӗри Ҫтаппана хӳтӗлеме тӑрӑшрӗ:
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсӗ ҫамрӑкланнӑ вӑт.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫех ҫуркуннехи тумӗпе ҫамрӑкланнӑ ватӑ йӑмра курӑнчӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мучи, пӗрре пӑхсах паллӑ, чӑн та, темле ҫамрӑкланнӑ пек курӑнать.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Паллакан ҫынсем ватӑлнӑ, хули ҫамрӑкланнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Минскра пӗтӗм халӑх сасартӑк ҫамрӑкланнӑ пек туйӑнать.
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫавӑн чух ӗнтӗ эпир хамӑра юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче ҫамрӑкланнӑ пек туйрӑмӑр.
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Анчах ма-ха иксӗмӗр те ҫак хушӑра кӑшт ҫамрӑкланнӑ пек туйӑнать?
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Шуса хӑпарать те тӳрех ҫӑвакан машина ӑшне кӗрсе каять, — хӑлаҫланать чунӗпе ҫамрӑкланнӑ мучи.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Ҫамрӑкланнӑ капла Ҫтаппан, пичӗ ҫинчи йӗрсем те ытла тарӑннӑн курӑнмаҫҫӗ пек, кӗлетки те ытла ырхан мар пек капла.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Эп кӑна мар, эс ху та ҫамрӑкланнӑ мар-и?
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ваня юлташӑн ҫамрӑкланнӑ пек курӑнакан сӑн-сӑпачӗ хаваслӑн ҫуталчӗ, вӑл темӗнле чӗрӗ япалана тытнӑ пекех метала ҫивӗч пӳрнисемпе асӑрханса тыткаларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Паҫӑрхи кичем сӑнӗ таҫта сирӗлнӗ, хӑй йӑл-йӑл кулкалать, сӑнӗ-пуҫӗ те темле ҫамрӑкланнӑ майлӑрах курӑнать.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗлетки-ҫурӑмӗ тӳп-тӳрӗ пек, сӑнӗ пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланнӑ тейӗн.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.