Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыррине (тĕпĕ: ырри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн пирки те темех ыррине калаймӑн, хӑшӗн пирки ку идеаллӑ тесе шутлатӑн кӑна, вӑл вара, кам ӑна ачашлать, унӑн ҫунапи айне васкать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нимӗн ыррине палӑрса тӑмасть хӑй.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Нимӗн ыррине те курман пулсан ун чухне, ватлӑхра та пулин савӑн пурнӑҫпа.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ним ыррине те кӗтменрен, Левен, сых ятне, хуҫӑлса ӳкнӗ юман тураттине, тимӗр пек сулмаклӑскерне, ярса тытать, унӑн шӗвӗр те ҫинҫе вӗҫне урапа пусса хуҫать, вара ҫӗҫӗпе хӑмсарса ҫывхаракан енне сулса ярать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шутлать, шутлать — нимӗн те ыррине шутласа кӑлараймасть.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, «Ваҫук тусӑм, кӑштах ҫырла ҫитерместӗн-и?» — тесе этемле ыйтас чух, улталаса, тем ыррине каласа парас пек илӗртсе, ҫырлана илеҫҫӗ те ӑна рехетленсе чаплаттарса ҫинӗ май: «Сан аннӳ ҫук-иҫ», — тесе анкӑ-минкӗлентерсе яраҫҫӗ пач кӗтмен чух.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпир ӑна малашне те мӗн пур ыррине ҫеҫ сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Нумаях та пулмасть кӳрентернӗ хӗрачаран ыррине кӗтмест Венюк.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Шкулта та, урамра та ыррине ан кӗт унран.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӗн ыррине кӗтӗн санран.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Мошков камне пытарнипе ыррине курас ҫука ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ыррине кураймӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стражниксем килсен, ыррине курас ҫука та ӑнланать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку сипетне ҫухатнӑ хӗрарӑмпа ятлаҫса ыррине кураймӑн. Хама намӑслантарса хӑварӗ тата. Тухса кайтӑр пӗрех хут», — тесе шутларӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Паттӑрсем, кунта ыррине курас ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапӑҫӑва пуҫаракӑнсем вӗсем мар пулсан та, полици килсе тухсан ыррине кураймӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, артистсем пирки ыррине каламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫав тархасланинче хӑйӗн валли ыррине тупаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн пулсан — маншӑн чи ҫывӑх тус пулӑн, усал шухӑшу пулсан — манран ыррине ан кӗт!

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Эпӗ ӑна шӑпах ҫакна пӗлтерес тенӗччӗ, ыррине кӗтмелли ҫукпа пӗрехчӗ манӑн, анчах та, темле, самолета вӗҫмелле тума май килчӗ!

Я как раз собирался сказать ему, что, вопреки всем ожиданиям, мне удалось исправить самолет!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех