Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывра (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса шывра шыва кӗрекен кайӑк-кӗшӗксен тӗкӗсем те пахалӑхлӑ пулаҫҫӗ, – тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Яхрома айлӑмӗнче (Дмитровран юханшыв вӑрри таран, сарлакӑшӗ 3–7 км ҫити) торф сийӗ айӗнче хӑш-пӗр вырӑнта ӗҫмелли шывра пурӑнакан шуйсен раковинисемлӗ тӑпра (кӳлӗсем хыҫҫӑн юлакан юшкӑн) асӑрханӑ.

В Яхромской котловине (от Дмитрова до устья, ширина от 3 до 7 км) в ряде пунктов под слоем торфа были обнаружены светлые илистые отложения с раковинами пресноводных улиток (отложения озёрного характера).

Яхрома (Сестра юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AF%D1%85%D ... %BF%D0%B8)

Ҫамрӑклах курӑс хуппине сӳсе шывра пусарма хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Чуракасси ҫырмине пулӑ тытма кайнӑ ачасемпе пӗрле Вихтӗр те шывра шапӑртатать, килӗнчен илсе тухнӑ ҫӑнӑх алине шыва чикет те кӑларать, чикет те кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вакӑри шывра Алюна сӑнӗ курӑнса кайрӗ, вӑл тахҫанхи пекех чипер.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шел пулин те, хӑйӗн тантӑшӗсенчен никам та курӑнмарӗ ҫак кану ҫыранӗнчи ӑшӑх шывра.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шывра хӗрӗн сӑнӗ курӑнчӗ, е туйӑнчӗ кӑна-и ӑна, е хӗлле вакӑна тӗксе янӑ чухнехи сӑнӗ аса килчӗ-и.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗ спортӑн 9 тӗсӗпе /велоспорт, ҫӑмӑл атлетика, волейбол, футбол, самбо, ирӗклӗ кӗрешӳ, бокс, шывра ишесси, фитнес-аэробика ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ваҫук хӑйне шывра путакан ҫын пек туйнӑ самантсенче, ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр, «шыва сикетчӗ» те ӗнтӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шывра шампӑртатакана мӗн те пулин путман япала пӑрахса параҫҫӗ е, пӑрахса памалли ним те ҫук пулсан, вӑй пуррисем, — ишме пӗлекеннисем — хӑйсем шыва сикеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кун пек самантсенче шӑлйӗрен умӗнчи этем ҫӗр ҫинчех тӑрать пек айккинчен пӑхсан, анчах шеремет хӑйне шывра ишме пӗлмен, унта путакан ҫын пекех туять.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мишша Алмазов апла ӑнлантарма пӑхать, капла, правурлӑхӗ вӗри шывра куҫ умӗнчех ирӗлекен сахӑр пек, чакса та чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

1874 ҫулта Миссисипи урлӑ хывнӑ хурҫӑран ӑсталанӑ пӗрремӗш пысӑк кӗпере ӑсталанӑ Джеймс Идс американ инженерӗн опычӗпе усӑ курса британсем кӗпере 1882 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ та 1885 ҫул вӗҫнелле гранит юпасене (вӗсенчен саккӑрӑшӗ шывра тӑрать) вырнаҫтарас ӗҫе вӗҫленӗ.

Позаимствовав опыт американского инженера Джеймса Идса, построившего первый крупный стальной мост через Миссисипи в 1874 году, британцы начали строительство в декабре 1882 и к концу 1885 года завершили установку гранитных быков, восемь из которых стоят в воде.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Маринка пӗрре кӑна сасӑ пама ӗлкӗрнӗ, сивӗ шывра ӑна шӑнӑр туртса хутлатнӑ та, вӑл пӗве тӗпне чул пекех анса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хурӑнран якатса тунӑ хӑма татӑкне кӗмӗл ҫӑнӑхӗ янӑ шывра виҫӗ кун хушши тытсан, ҫав хӑма слон шӑмми тӗслех пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хальхи вӑхӑтри ҫак объект 2020 ҫулта хупӑннӑ «Спартак» Спорт ҫуртне улӑштарӗ, шывра ӑмӑртакан пирӗн спортсменсен ӑсталӑхне туптама тата пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май парӗ.

Этот современный объект заменит закрытый в 2020 году Дом спорта «Спартак», позволит нашим спортсменам-водникам оттачивать мастерство и проводить масштабные соревнования.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Проба илнӗ те шывра нитрит азочӗ тата нефтепродуктсем нумаййи ҫиеле тухнӑ.

Взяли пробу и как итог в воде обнаружили нитритовый азот и обилие нефтепродуктов.

Колхоза Йӑршшу юханшывне вараланӑшӑн штраф тӳлеттернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37274.html

Унӑн пиҫӗ пӗвӗ шывра авкаланни витӗрех курӑнать, ирӗксӗрех ун патнелле алла тӑсас килет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ятарласа шывра ишме ҫуралнӑ темелле ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хурсем ишекен шерпетленнӗ шывра кӑмӑл туличчен чӑмпӑлтатса тухсан кусем каллех хайхи панулми йывӑҫҫи патне мур илесшӗ пиҫен тата ана ҫинче алхаснӑ мӑянӗ-йыт пыршипе ҫапӑҫма каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех