Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывра (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӑна икӗ аллипе шывра ҫӗклерӗ те, аллисемпе урисене Барон пек хускатма хушрӗ.

Двумя руками он приподнял ее в воде и сказал, чтобы она двигала руками и ногами, как Барон.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

вӑрман кайӑкӗн тата шывра ишекен кайӑкӑн какайне сутма тата улӑштарма пачах юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Ҫавна май шывра тимлӗ пулмалли пирки сӑмах пычӗ тӗл пулусен вӑхӑтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

— Ҫапла, ҫурхи шывра та путмарӑм эп.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Районти юлташӗсем вӑйлӑ чух ӑна вутра та ҫунтараймӑн, шывра та путараймӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шывра каллех шурӑ акӑшсем ишме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ачасене шывра ташлама вӗрентни сывлӑхшӑн питӗ паха.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Инҫетрех те мар вырнаҫнӑ Кӗтнене кайса шывра чӑмпӑлтатас килет.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ваня шывра ишес енӗпе республикӑра йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗрре мар ҫӗнтерӳпе таврӑнса район чысне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫичӗ ҫул тултарсанах шывра ишес енӗпе тренировкӑсене ҫӳреме пуҫланӑ, 13 ҫула ҫитсен ку спорт енӗпе аслисен 2-мӗш разряд нормативне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

— Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, Георгий Васильч, анчах пӗр-икӗ кун шывра ларсан, хӑйсемех ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫулӑва Герасим Федотович ҫавана авӑр ҫумне ункӑлатса ҫирӗплетмелли чӗмрен хӑйра ҫинче яката-яката ӑсталанӑччӗ, ӑвӑна юман кӑмпипе вӗри шывра ислентерсе тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арман хуҫисем лартса хӑварнӑ ватӑ йӑмрасен аялти турачӗсем те шывра чӑпӑл кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗвелесе тарӑнлатнӑ юхан шывра ярӑнакан хурсем кӗрен акӑшсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мировой ҫынсем эпир — Караньяловсем: вутра ҫунмастпӑр, шывра та путмастпӑр!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпир шывра та путмастпӑр, вутра та ҫунмастпӑр, ҫӗр айӗнче те ҫӗрместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире халиччен те хура хурамаран кӑна ҫакман, пире шывра та путарнӑ, ҫӗре те чӗрӗллех чавса чикнӗ, ӳте-тире те сӗве-сӗве илнӗ, пуҫсене, каса-каса илсе, шалча ҫине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах шывра та вӑл вуншар ҫул нимӗн улшӑнмасӑр, ҫӗрмесӗр, хӑйӗн илемне пӗрре те петермесӗр выртма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвак юман шывра путакан йывӑҫ пулнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана унта тӳрех, тытса, шывра путарса вӗлереҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех