Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунӗнче савӑнчӗ вӑл, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пырать, ҫавнашкал килсе тухасса шутламан та, ӗмӗтленмен те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Итле мана тимлӗрех, ывӑлӑм, сире пилӗксӗре ӳстертӗмӗр, ҫавӑн пек аскӑнлӑх пирки нихӑҫан та шутламан, пӗртен пӗрре пӗлнӗ, чунпа чун килӗштерсе пурӑннӑ, ун пек шухӑшсем пулман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирейпе юнашар ҫывӑрнӑшӑн халӗ хӑйне хӑй ятлать вӑл, ун пек пулса тухасса шутламан та вӑл ҫӗркаҫччен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Патшалӑх служащийӗ пулчӗ имӗш Кирейӑн ҫул юлташӗ, ун пирки вӑл нихӑҫан та шутламан.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хӑвӑн пуласлӑху пирки шутламан мар ӗнтӗ эсӗ, Элиме.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Каччӑ та водитель правине алла илсен аякка иленме шутламан, Элӗкрех хӑйне валли ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Яра куна ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн пурте тутлӑ ыйха путнӑ, «хӗрлӗ автан» ҫеҫ тӗлӗрме шутламан.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Саламлашни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ, анчах сывпуллашни те паха пулни ҫинчен шутламан та.

Куҫарса пулӑш

«Саламлашни пысӑк пӗлтерӗшлӗ…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1730

Урӑх авланма шутламан вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пӑшӑрханса ӳкнӗ кӳршисем ӑна каялла кӗртсе вырттарма тӑрӑшнӑ, анчах старик вӗсене итлеме шутламан та.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ашшӗ вара хӑйӗн ҫав тери юратнӑ хӗрӗ патне ют хӗрарӑм илсе килме шутламан — урӑх авланман.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна сывӑ юлнӑ тесе шутламан

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ӑна никам та ҫав кун вилет тесе шутламан.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Сан ҫинчен шутламан эпӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ макӑрма шутламан та, анчах ӑна, хӑй макӑрнӑран, пӗтӗм тӗнче макӑрнӑ пек туйӑннӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тилли юррисенче философла шухӑшсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, ҫапах та вӑл хӑйне философ тесе шутламан (вӑл, паллах, философ тесе кама каланине те пӗлмен); унӑн юррисенче тем чухлӗ илем, анчах вӑл хӑйне поэзи ӑсти вырӑнне шутламан.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Фестивале йӗркелекенсем атмана кун чухлӗ дельфин кӗрессе шутламан, анчах та ирӗке ярас вырӑнне ытлашши дельфинсене пурне те вӗлерме йышӑннӑ.

Организаторы фестиваля оказались не готовы к такому улову и вместо того, чтобы позаботиться об освобождении, оказавшихся лишними, дельфинов, было принято решение убить их всех.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

— Эпӗ те задача шутламан, — ассӑн сывласа илчӗ Венюк.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Петӗр Потапов (ӑна ун чухне Комсомол Петӗрӗ тесе чӗнетчӗҫ) пӗр шутламан ҫӗртен тупрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех