Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑкне (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ май Госуслуги порталӗ урлӑ усӑ курма май парать, ҫакӑ вара мӗнпур ӗҫӗн хӑрушсӑрлӑхӗпе шанчӑкне тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей абитуриенчӗсем "Госуслуги" портал урлӑ аслӑ шкулсене документсем пама пултараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3814464

Юратнӑ аппан чи хаклӑ шанчӑкне пурнӑҫлама тивӗҫлӗ пулни ман чуна хӑпартлантарсах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Якунекассинчи Владимир Александров опытлӑ комбайнер та хӑйӗн шанчӑкне тӳрре кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Шанчӑкне ҫухатнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Завьялов хӑйӗн шанчӑкне тӳрех сӳнтересшӗн пулмарӗ, ҫав шанчӑка пӑрахма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫук, шанчӑкне ҫухатасшӑн мар-ха Таранов, унӑн вилес килмест: ҫырма палӑртни чылай.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтанах, чӑнах та, эсӗ комсомолецсен шанчӑкне тивӗҫлӗ пулас пирки эпир иккӗленнӗччӗ.

Одно время, правда, мы сомневались, достоин ли ты доверия комсомольцев.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй ҫаплах шанчӑкне ҫухатмасӑр:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мавра тупа туни Лукарье шанчӑкне ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл шанчӑкне ҫухатасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Лукарье ҫул ҫинче чухнехи пекех мӑнаҫлӑн та сиввӗн кӗтсе илни Якурӑн шанчӑкне аркатрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Али-Акрамӗ, шанчӑкне пачах ҫухатнӑскер тата хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗскер, нимпе те кӑсӑкланмарӗ, кирек мӗн тӑвӑр тенӗ пек ал сулчӗ те аллине шакӑ ярса тытрӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗтӗм ӗҫе Мамич-Бердейпе Ахматек ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аслӑ князь ҫапла шутлать: Шигалей хан виҫҫӗмӗш хут Хусан престолне йышӑнса государь шанчӑкне тӳрре кӑлараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнтӗ вӑл никама та сапантуйра кӗрешекен паттӑра аса илтерме пултараймарӗ, киле пурнӑҫра пӗтӗм шанчӑкне ҫухатнӑ мӗскӗн ҫын евӗрлӗ ҫеҫ сӗнкӗлтетсе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилни пирки никам та уҫӑмлӑн каламанран ашшӗ ку таранччен шанчӑкне ҫухатманччӗ-ха, тен, мӗнле те пулин ҫаврӑнса ҫитет пуль тесе пурӑнатчӗ, халь ак ӗмӗтсем татӑлчӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах шанчӑкне те пуҫӗпех ҫухатманччӗ-ха.

И все же не теряли надежды.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ача пӑхма, кил-ҫурт тасатма…», — мӑкӑртатать шанчӑкне ҫухата пуҫланӑ Янпулат арӑмӗ.

— За ребятишками смотреть, в доме, во дворе прибрать… — вторит потерявшая всякую надежду жена Янбулата.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлмарӗ шанчӑкне чӗртмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пул сан та хурлӑх кӑкӑрта, Хӑй шанчӑкне этем салатмӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫынсем калаҫнӑран ҫак кун Сехре ҫинчен сӑмах нумай вакларӗ, ыттисемпе пӗрле ӑна вӑрҫрӗ, питлерӗ, ҫапах та пулӑшас шанчӑкне ҫухатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех