Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шак! шак! шак! турӗ те сасӑ — чарӑнса ларчӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шак! Шак! Шак!..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрене хӗртнӗ пӑшатӑн вӗҫӗле тирнӗн шак! шак! шак! тумлама тытӑнчӗ ӑсла тӑна тупӑк кӗтессисене пӑта хыҫҫӑн пӑта ҫапса кӗртекен мӑлатук сасси, Кӗҫение пуҫӗ таранах шурӑ пӳспе витсе вырттарсан.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Такам, пӗр чарӑнмасӑр, пӗр саслӑн: — Шак! Шак! Шак! — тутарса, темле мӑка япалапа ҫынсене пуҫран ҫапать.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Икӗ ҫамрӑк вите тӑрринче шак та шак! тутараҫҫӗ.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑрӑм пӳрнипе сӗтеле икӗ хутчен шак! шак! шаккарӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ан тив, ӗмӗрӗмӗр ҫӳретӗр ҫӗр ҫинче ҫав чипер хӗрарӑм, пӳрт алӑкне кӑна-и — ҫын чун-чӗрине те шак та шак шаккатӑр, ирӗн-каҫӑн кашни утӑмрах шаккатӑр:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Така малтанхи ҫитӗнӳпе лӑпланмарӗ, Антун урлӑ шак! шак! тутарса каҫрӗ те, ҫине кивӗ вӑрӑм сӑхман уртса янӑ ача хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ушкӑн пуҫӗнче, виҫӗ хутчен клентӗр пек пӗтӗрӗнсе айккинелле шӗвӗрӗлсе тӑракан пысӑк мӑйракаллӑ пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса, алса пек сухалне килӗшӳллӗ сӗлтсе, малти урисене хуҫлатмасӑр, тӳп-тӳрӗ илтерсе, шак! шак! тутарса, вӑрӑм шурӑ ҫӑмлӑ така пырать.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑйсен ялӗнчи Маркка хуралҫӑ та куҫ умне тухрӗ: вӑл ҫывӑрма пӗлмест, шак та шак шакӑрчипе ял тавра утса ҫӳрет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Колоннӑна ҫул кӑтартса пыракан Йевта, ӑҫталла утнине пӗлтерме йывӑҫсене патакпа шак та шак шаккама пуҫларӗ.Проводник Евта шел впереди колонны и указывал направление, стуча палкой по стволам.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунпа чылаях ларма пулать: шак! шак!.. шаккаса ҫеҫ лар.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Хӑш-пӗр чух, вӑл чарӑнса тӑнӑ, ӑна кура вара пурте, сӑмахсӑр-мӗнсӗрех, чарӑнса тӑнӑ, вӑл пӗр вырӑнта шак хытса кайнӑ пек пулса, ҫӗрлехи сас-чӗве итлеме тытӑнсан, — пурте шак хытса кайнӑ пек пулса итлесе тӑнӑ.Иногда он останавливался, и безмолвно останавливалась вся группа, прислушиваясь к шорохам ночи.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Игорь, паллах, хӑй валли чи ҫӳлти вырӑна суйланӑ, халӗ ак пуҫне аялалла уснӑ та, вырта парать, хутран-ситрен Дёмӑна, Витя Минаевпа ҫуммӑн иккӗмӗш хутра тӗк выртан ачана, пуҫ тӳпинчен шак та шак тутарать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лупас айӗнчен чӑхсемпе пӗрле уткаласа ҫӳренӗ курак — лешӗ, килте пурӑнни, — сасартӑках чӑлтти-чалтти сиккелесе картишне тухрӗ те лӑпӑс-лапӑс тутарса хапха тӑррине шак пырса ларчӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— На, поешь, — терӗ турилккине Вова умне шак лартса.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Каҫ енне тытса пӑхать те, хӑй аллипе хӑй тунӑ шӑрпӑксен вӗҫӗсем шак хытса кайнӑ иккен.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шак хурать ӑна палламан ҫын тӗксӗм сӗтел ҫине.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ӑна ывӑлӗпе арӑмӗ кӗтсе илчӗҫ, ҫакна кӗтменскерсем шак хытса тӑчӗҫ, унтан хӑвӑрт тӑна кӗчӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Калинкене уҫса килкартине кӗчӗ те шак хытса тӑчӗ Минеслу.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.