Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗвен сăмах пирĕн базăра пур.
чӗвен (тĕпĕ: чӗвен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сиккипе-сиккипе ут чӗвӗнет, чӗвен тӑрса пӑхса юл, чӗвен тӑрса пӑхса юл, ҫын хуйхине курса юл», — тенӗ пӗр авалхи чӑваш юрӑҫи.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫар тумӗпе пӗтӗмрех курӑнатчӗ хӑй, ҫапах та лутраччӗ-ха, ҫавӑнпа вара хушӑран хӑй асӑрхамасӑрах чӗвен тӑратчӗ, акӑ ҫавӑн чухне те хам ҫаврӑнса пӑхнӑ ҫӗре чӗвен тӑратчӗ.

В форме он казался выше, но всё-таки был маленького роста и, должно быть, поэтому иногда невольно поднимался на цыпочки — и сейчас, когда я обернулась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кушакки чӗвен тӑрса малти урине яра-яра пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.

Хваттер алӑкӗ умне пычӗ те пӑштак-пӑштик сывласа чӗвен тӑчӗ те шӑнкӑрав тӳмине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫумӑр ҫума пуҫласан, Вовӑна саламланӑн, ҫурт тӑрринчен ӳкекен йывӑр тумламсене пула ешӗл турат вӗҫӗсем пӗрре ҫӗрелле авӑнаҫҫӗ те тепре ҫӳлелле чӗвен тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Лешӗн те чарӑнма, чӗвен тӑма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шурӑ ӑйӑртан тарса айлӑма анни, хуҫи ӳкнине сиснӗ-сисмен, тӑп чарӑннӑ та чӗвен тӑнӑ, хӑй еннелле вирхӗнсе килекеннине ӑмрипе ҫапса ӳкерме хӑтланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ялпа ял ҫӗршӗн вӑрҫни, лашасем чӗвен тӑни, хура тур лашапа чӑлт шурӑ лаша пӗр-пӗринпе симӗс улӑхра кӗрешни…

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хам курман, пӗлмес, шапасем мӗн хӑтланаҫҫӗ, анчах пӗлӗшӗм ман… укҫа тесен… чӗвен тӑрса Уйӑх патне ҫити кармашма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Нӑрнн туса, чӗвен тӑрса тапранса каять виҫӗ кустӑрмаллӑ, икӗ мӑйракаллӑ «аҫтаха».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, «вара, вара» тесе ыйтма хатӗрленсе ҫӗнӗрен чӗвен тӑнӑскер, ним шарламасӑрах каялла ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Вара, вара? — чӗвен тӑрсах ыйтать мӑнукӗ, мӗншӗн тесен пулни-иртнине аслашшӗ ку таранах тӗплӗн епле пӗлнине ниепле те чухлаймасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑранипе лаша чӗвен тӑчӗ те утланнӑ ҫынна ҫӗре сирпӗтрӗ, лешӗ юр ҫине ӳксе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ Чапаев чӗвен тӑракан вичкӗн урхамах ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ӗнтӗ эпӗ те халӗ ҫывӑх тус пулса тӑтӑм уншӑн — асӑрхасанах мана хирӗҫ вӗҫтерсе килет, ура вӗҫӗнче явкаланса ачашланать, чӗвен тарса, ташланӑ чухнехи пек сиккелет, кӗлеткине авкалать, пуҫне пӑркалать, куҫран кӗрсе каяс пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӗсен учӗсем хыттӑн кӗҫенсе, чӗвен тӑчӗҫ, ӳкрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей учӗ ҫине сиксе утланчӗ те, хӑй пултаруллӑхне кӑтартас тенӗн, ӑна, чӗлпӗрне карӑнтарса, чӗвен тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юр пек шап-шурӑ ут тата тепӗр хут вӑрӑммӑн кӗҫенсе ячӗ те чӗвен тӑрса каялла чакса кайрӗ, тусан ӑшӗнче выртакан кӳсе урлӑ сиксе каҫрӗ те, Савантерпе унӑн тусӗсене тусан айне туса, уҫӑ хирелле тапса сикрӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер учӗ сасартӑк чӗвен тӑчӗ те вӑрӑммӑн кӗҫенсе Ячӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен усал ултавҫа малти урипе пӗррех! кӗрӗслеттерчӗ, кӳсе чикӑл-макӑль туса тусанлӑ ҫӗр ҫине персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех