Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуратӑп (тĕпĕ: хурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ӗҫе эпӗ Ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунӑ салтаксемпе пӗр картлашкарах хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

— Чиперлесех ҫакӑнта хуратӑп пуль терӗм-ҫке, — мӑкӑртатать хӑй.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Манпа ҫавӑн пек калаҫатӑн пулсан, трубкӑна хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӗрре хӑнӑхнӑ та, — тет, — ир тӑрсан куллен мӗн те пулин чиксе хуратӑп сана валли.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫапла, ир тӑрсан, тахҫанхи йӑлапа, саппун кӗсйине куллен мӗнле те пулин кучченеҫ чиксе хуратӑп та чылайран тин аса илетӗп эсӗ интернатран ҫитӗнсе, вӗҫсе тухса кайнине, кайран тин тӑна пырса кӗрет эсӗ салтакра пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Немедленнӑ мана амантнӑ юнкера тупса парӑр, эпӗ ӑна пуҫхӗрлӗ ҫакса хуратӑп, вӑл, йытӑ ҫури, мана революци стройӗнчен кӑларчӗ, мана, большевикла генерал пулас ҫынна, амантрӗ!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Акӑ эсӗ больницӑран ача ҫуратса килнӗ тӗле вуттине те хатӗрлетӗп, пӳртне те мунча пекех ӑшӑтса хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Господа, хура маскӑшӑн эпӗ те пин тенкӗ хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска ҫӗнтерессе шаннипе хамӑн хаклӑ япаласене хуратӑп! —

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пилӗкҫӗр тенкӗ мар, пин тенкӗ хуратӑп!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ хам тусшӑн, мухтавлӑ паттӑршӑн, пилӗкҫӗр тенкӗ хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна кӗнӗ-кӗменех ҫак тӑлӑппа хупласа хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

— Эп ашшӗ: ҫавӑнпа та ывӑл ятне хам хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эсир мана хуть те мӗн калӑр, пурпӗрех Юман ятлӑ хуратӑп, — хӑйӗннех печӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Юман ятлӑ хуратӑп та ӑна.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑт-вӑт ҫӗлӗкпе хупласа хуратӑп теп.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑм калакне сак ҫине хуратӑп та алла ун еннелле яратӑп — вӑшт ҫеҫ тарать ман ҫумран.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр кирпӗч хуратӑп та инке ҫине пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене пурне те хам ҫуратнӑ ачасем пек ҫывӑха хуратӑп, вӗсем сывлӑхлӑ пулнипе, ҫитӗнӳсем тунипе савӑнатӑп, нуша-хуйхӑра та вӗсемпе пӗрлех хурланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Халӗ Кентукки штатӗнче пурӑнатӑп, поварта вӑй хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех