Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунавсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки шӑнкӑравра Шӑнкӑртамри вӑтам шкулсенчи выпускниксем асӑнмалӑх хунавсем лартӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Ӑмӑртмалла чупакан ача-пӑча ушкӑнӗ пек, хунавсем пӗлӗтелле туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗнӗрен ҫӗкленсе ларнӑ пӳрт таврашӗнче ҫӗнӗрен тапса тухнӑ хунавсем тӳпенелле кармашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла тӑк ҫамрӑк та патвар хунавсем кӑшӑл тапса тухӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Питомника хунавсем илме Канаш, Тӑвай тата Вӑрмар тӑрӑхӗсенчи ял территорийӗсем туслӑ йышпа килеҫҫӗ, кашни вӗсем ҫамрӑк йывӑҫсене 3 пин тӗпрен кая мар илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ лесничествисенче хупӑ тымар тытӑмӗллӗ хунавсем пӑхса ҫитӗнтерекен тӑватӑ теплица тунипе;

строительства четырех теплиц в Ибресинском, Канашском, Шумерлинском и Шемуршинском лесничествах, где выращивают сеянцы с закрытой корневой системой;

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫав кашлавра ҫап-ҫамрӑк хунавсем ҫурхи вӑйпа ҫӳлелле туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Анюта пуҫарнипе поселок варрине лартнӑ хунавсем те ешӗл тум тӑхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шӑварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пӑхать.

С давних пор Михаил Ильич по берегам рек и склонам, вблизи источников сажает саженцы, за которыми тщательно ухаживает, носит ведрами воду из родника и поливает, пока деревья не укрепятся и не пойдут в рост.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Ҫулӑма алхасма касса пӑрахнӑ ҫамрӑк хунавсем те пулӑшнӑ иккен.

Разгораться огню помогла и срубленная молодая поросль, лежащая в траве.

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Ерчевлӗ пулчӗҫ вӗсем, хунавсем, тымартан тымара кайса, пӗр тӗпрен ҫӗр тӗп ӳсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫхалӑхӗ хӑйӗн тарӗпе шӑварса ӳстернӗ хунавсем теме.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ешӗл хунавсем теме пулать вӗсене, ҫав «полуторкӑсене».

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунтах калчасемпе хунавсем сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Апла ҫак ҫамрӑк хунавсем ҫуркуннепе чӗрӗлсе ешерме, тӑван тавралӑха илем кӳме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑрмав кӳрекен сӑлтавсене пӗтермелле, наукӑпа лаборатори инфратытӑмне туса хурас, лартмалли сывӑ хунавсем ҫитӗнтерме лайӑх материал хатӗрлес, хамӑр ҫӗршыври хӑмла татакан комбайнсен сериллӗ производствине йӗркелес енӗпе «ҫул карттисем» туса хатӗрлемелле.

Нужно снять все ограничивающие факторы, разработать «дорожные карты» по созданию научно-лабораторной инфраструктуры, закладке маточников для выращивания оздоровленного посадочного материала, организации серийного производства отечественного хмелеуборочного комбайна.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хунавсем кӑна-ха эпир!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпир малтан ҫамрӑк хунавсем лартнӑ лаптӑка кӗрсе курӑпӑр ыран.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Влаҫрисем хурав панӑ тӑрӑх ытлашшиех сивӗ мар ҫанталӑкра, -15 градус сивӗрен ӑшӑрах чухне, хунавсем лартма юрать имӗш.

По ответам властей ясно, что саженцы можно высаживать в не слишком холодную погоду, когда температура воздуха теплее -15 градусов холода.

Кӳршӗ тӑрӑхра сив ҫанталӑка пӑхмасӑр йывӑҫ лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33534.html

NN.RU портал Чулхулан администрацине ыйту янӑ: сивӗре хунавсем лартни йӗркеллӗ-и, вӗсем хӑрса ларас пулсан тепӗр ҫул каллех лартӗҫ-и?

Портал NN.RU отправил вопрос администрации Нижнего Новгорода: нормально ли высаживать саженцы на холоде, и если они засохнут, их снова высадят на следующий год?

Кӳршӗ тӑрӑхра сив ҫанталӑка пӑхмасӑр йывӑҫ лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33534.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех