Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урисем вӑрӑм та ҫинҫе.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Тарзан, унӑн урисем урлӑ выртнӑскер, Вовӑн ҫӑкӑр тытнӑ аллине нӑш-нӑш тутарса шӑршласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Йытӑ, малти хӑрах урине ҫӗклесе, якӑлт сиксе хӑй пит аван пӗлекен ҫӗре — картон ешчӗкелле — чӑмрӗ, ача урисем ҫине лапах кӗрсе ӳкрӗ, тав туса ешчӗк хуҫине питрен япӑлт тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кайри урисем ҫине ларчӗ вӑл малтан, унтан хуҫӑк урине, малтине, кӑштах ҫӗклесе Вовӑна куҫ сиктермесӗр тенӗн савӑнса, тулли кӑмӑлпа: «Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрерӗн ку таранччен?» — тенӗн пӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӗрентнӗ лашасем кайри урисем ҫине тӑрса ташлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Урисем темшӗн каллех хӑйсемех ӑна пӗве хӗрне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑрманта урисем юр ӑшне путса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл ҫатра купи ҫине ерипен ларчӗ, урисем тытми пулчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узинӑн пуҫӗ нимӗн те ӑнкармарӗ, урисем хӑйсемех вӑрман еннелле илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫӗ аванах ӗҫлерӗ унӑн, анчах урисем итлесшӗн пулмарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чӗрнисем ҫивӗч унӑн, пӑра чавса, урисем ҫине тӑчӗ, Тетее хӑвалама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн совеҫӗпе тӑрмашса, ывӑнса ҫитичченех кумрӗ вӑл, урисем утми пуличченех ывӑнчӗҫ, вара вӑл сак ҫине кайса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Анчах ӗҫ хыҫҫӑн темшӗн урисем ӑна хӑйсемех лавкка еннелле илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аяк пӗрчисемпе урисем ыратнӑран сурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Камайӑн урисем лӗнчӗр кайрӗҫ, вӑл стенаран тытса ерипен шуса анчӗ те сак ҫине лӗнчӗр ларчӗ, питрен улшӑнчӗ, вӑл шурӑ пир пек шуралса кайрӗ, куҫӗсем тунсӑхланчӗҫ, вӗсенчен куҫҫуль юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Юмахри сӑнарпа усӑ курса кӑтартас пулсан — урисем те кирлӗ, хӑлхи те, хӳри те.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

— Эпир мӗнпур вӑйпа малалла тапаҫланса килтӗмӗр, — теҫҫӗ куна урисем.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Тахҫанхи Кулинейкка пекех йӑрӑ та пӗчӗк Валя, Шӑнкӑрч ачин ачи, аслашшӗн урисем хушшинче, диван ҫинче лараканскер, вӑйпитти ҫын сухалне турткалать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Лешӗ, кӑлӑк чӑх евӗр, аслашшӗ урисем хушшине йӑраланкаласа кӗрсе ларать те пӑтта сыпса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пит кӳренмелле-иҫ ку: пӗри ватӑлса та йӳтесе хӑвӑл йывӑҫ евӗр хӑмп-хӑмп пуличчен пурӑнать те, теприсенне вара урисем ҫине пурнӑҫ ӗни ачаллах латӑртаттарса пусать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех