Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ӑс-тӑнӗ пӑтрашӑнчӗ, урисем чӗтре пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисем унӑн пачах хӑйӗн мар пек, сисӗм тымарӗсем тӗнсе ларнӑ пек сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакна тума вӗсене чӗрчунӑн физиологийӗ пулӑшать: кайри урисем кӗске пулин те вӑйлӑ, ҫапла май йывӑрӑш центрӗ вӗсен аялта вырнаҫнӑ тата ҫакӑ йывӑҫ хуппипе лайӑх тытӑнма май парать, вӑрӑм хӳри вара балансировка тытма пулӑшать.

У них для этого весьма подходящая физиология: относительно короткие, но мощные задние лапы, которые дают животному низкий центр тяжести и хорошее сцепление с корой деревьев, а длинный хвост помогает балансировать.

«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251

Шакӑр! шакӑртатса илчӗҫ унӑн ҫап-ҫут пушмаклӑ урисем, лӑстӑрр! силленчӗ тепӗр хут йӗпкӗн хура ҫӳҫӗ, ӗнси ҫине хумханса анакан ҫӑра ҫӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ывӑнса та ҫитрӗм мар-и? — шухӑшларӗ Анатолий Семенович, урисем чӗркуҫҫи тӗлӗнче чӗтре пуҫланине туйса.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ачасем ҫӳресшӗнех мар унта, амӑшӗ урисем ыратнипе аптӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Нумай пулмасть унта та ҫумӑр шывӗ кӳлленсе тӑнӑ ахӑр: строительсем хӑйсен урисем айне урлӑ-пирлӗ хӑмасем пӑрахнӑ, вӑхӑтлӑх кӗпер пеккисем тунӑ; хӑмасем тавра, «кӗперсем» айӗнче ула-чӑла ҫӗр кӗсел пек елперсе-ҫуталса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн ҫара урисем те, хулӗсем те, ҫаврака типшӗм пичӗ те тӗксӗм хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн те пулин пуласран хӑраса ӳкнӗ хӗрачасем вара ҫывӑрма выртнӑ чухне утиял айӗнчен урисем тухса ан тӑччӑр тесе питӗ лайӑххӑн витӗнчӗҫ.

Впечатленные девочки на всякий случай сегодня во время сна закутались так, чтобы ноги из-под одеяла не высовывались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Шпагат тени те хитре пулчӗ унӑн: икӗ еннелле чармакласа тӑснӑ урисем палас ҫумне пӗр хушӑксӑр-мӗнсӗр ҫыпҫӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй те сисмест вӑл, епле унӑн кӑкӑрӗнче тунсӑхласа ҫитнӗ чӗри хытӑрах, канӑҫсӑртарах тапать, хӑй те курмасть — епле хӑвӑртрах яра-яра пусаҫҫӗ урисем.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тӗпленӗ пысӑк кӑҫатӑ тӑхӑннӑ урисем хӑвӑрт-хӑвӑрт пусаҫҫӗ, куҫӗсем — ҫиҫеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унти ялсемпе вӑрман лаптӑкӗсем, уй-хирти улӑм урисем хӑйсен ӗренкине ҫухатса кӑваккӑн сӗмленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сасси — аслати, ҫан-ҫурӑмӗ — каска, урисем — пӗрене.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗне, ниҫта кайса кӗреймесӗр, малалла ӑнтӑлчӗ, малти урисем шырланӑн ҫеремлӗ хӗрринех ҫакланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй ӑҫта пулнине тата вӑрманти ҫырмана мӗнле ҫакланнине туйса илсен шӑнса ларнӑ кӗрӗкне кӑмтӑртаттарса ура ҫине тӑрасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ: урисем ним пӗлмиех хытса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Урисем тапхӑр-тапхӑр лӗнчӗр авӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ишмук урисем чулланса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех