Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпӗнче (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юханшыв тӗпӗнче тата ҫӳлте пусӑм тӗрлӗрен пулнипе каялла хӑпарнӑ чухне ӗҫлекен ҫынсен юнра азот палӑрма пуҫланӑ, ҫакӑ пуҫа ыраттарнӑ, чӗрене йывӑр ӗҫлеттернӗ, ӳте кӗҫӗтнӗ, хӑшӗ-пӗрин шӑнӑр туртса лартнӑ, ал-ура ҫывӑрса ларнӑ.

Из-за разницы давления у дна реки и наверху при обратном подъёме в крови начинал выделяться азот, что вызывало сильнейшие головные боли, сердечную недостаточность, кожный зуд, судороги, онемение конечностей

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Шыв тӗпӗнче чавма йывӑр тӑпрана лексен Рёблинг инженерӗсем вӗсене аркатма динамитпа усӑ курнӑ.

Столкнувшись с труднопроходимыми грунтами на дне реки, инженеры Рёблинги применили для их разрушения динамит.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

— Арҫынсем, курман-и эсир пӗве тӗпӗнче мӗнле те пулин шӑмӑсем?

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗве тӗпӗнче Алюна выртнӑн туйӑнса кайрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӗпӗнче шыв сивӗ, ӑна вӑл ӳт-пӗвӗпе, чунӗпе, пуҫӗпе туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чунтан кӗтекен ҫыннине курсан, чун тӗпӗнче выртакан сӑмахсем ниепле те хускалса ҫиеле тухаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапли ҫапла та, чун килӗштерменнине каларӗ вӗт-ха амӑшӗ хӗрне: «Эсӗ, ачам, Мерчен ывӑлӗн алтуйийӗ пуласшӑн, тем?» — чун-чӗре тӗпӗнче выртаканнине майӗпен хускатса ыйтрӗ вӑл ирхине.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хамӑн пулас мӑшӑр валли тӗрлесе хунӑ алшӑллипе кӗпепе, Тамар ачам, халӗ те арча тӗпӗнче усратӑп…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чун тӗпӗнче выртакан кӑмӑл-туйӑма шанӑҫ хӗлхемӗ пырса сӗртӗннӗ-сӗртӗнменех ҫулӑм тӗлкӗшме тапратать:

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпӗ ҫырма тӗпӗнче, вӑл ҫӳлте, ҫыран хӗрринче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӑматан тӗпӗнче орденсемпе медальсем выртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав хушӑрах таҫта чӗре тӗпӗнче качча килӗштерет.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вар тӗпӗнче ансӑр ҫырма юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санашкал пӗр самантрах ҫынна вӗлерсе, ҫаратса тата вут тӗртсе хӑваракан вӑрӑ-хурах Пакӑш ращин ҫырми тӗпӗнче те ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗм вӑрман варринче, тарӑн ҫырмасем тӗпӗнче пурӑнакан вӑрӑ-хурахсем тесен, урӑх шутчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Карҫинкка тӗпӗнче тата хутпа чӗркесе хунӑ тем япала выртать, ытти кучченеҫсене кӑларасшӑн мар пулса, салатса пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех ҫырӑнса юлнӑ та утарӑн манӑн пурнӑҫӑмра ӳкерӗнсе пынӑ сӑнарӗ, анчах та чун тӗпӗнче тата ытти тути-маси те пур.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Качча кайнӑ хыҫҫӑн эп ӑна алла тытса та пӑхманччӗ, ӗнер арча тӗпӗнче аран-аран шыраса тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Перекет кассинче ун чухлӗ пур пулсан килӗнте, арча тӗпӗнче, тата нумайрах ӗнтӗ (Майӗпен.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Мадейра утравӗ — Африка плитти ҫинче вырнаҫнӑ Торе шывайри ту речӗн Атлантика океанӗн тӗпӗнче 6 км яхӑн ҫӳлелле хӑпаракан пысӑк щит евӗрлӗ вулканӑн тӳпи.

Остров Мадейра является вершиной большого щитовидного вулкана, вздымающегося примерно на 6 км над дном Атлантического океана в подводной горной цепи Торе, находящейся на Африканской плите.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех