Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпӗнче (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, чӳхенӗ чухне, ҫӑпатапа шыв ӑсса илтӗм те — унӑн тӗпӗнче тем йӑлтӑртатса вырта парать.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

«Кашнин хӑйӗн ҫулӗ, хӑйне кура телейӗ-ӑраскалӗ», — терӗ Лавр, тантӑшӗсене ытлашши ӑмсанман пек пулма тӑрӑшса; ҫапах та таҫта, чӗри тӗпӗнче, ӳкӗнӗҫ туйӑм хурт пек йӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Яш ӗмӗр — ахаль пурӑнса ирттернӗ кунсем мар, ӗмӗр асӑнмалӑх чӗре тӗпӗнче юлнӑ телейлӗ кунсем иккен.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗр чӗринче мӗн пуррине пӗличчен тинӗс тӗпӗнче мӗн-мӗн пуррине тӗпчесе пӗлме ҫӑмӑлрах, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ кӳлӗ тӗпӗнче урасемпе хыпашласа брюкине шырарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Укҫа ҫичӗ ҫӑраҫҫнпе питӗрнӗ арча тӗпӗнче выртать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атту пурсӑмӑр та шыв тӗпӗнче пулатпӑр, — асӑрхаттарчӗ Петр Петрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑҫта мур тӗпӗнче аташса ҫӳрет ват супнӑ?

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ пирӗн стрелецсен виллисем Булак тӗпӗнче выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ҫырма тӗпӗнче, нӳрӗ ҫӗрте ларакан йӑмра тавра ҫӗр купаласа тымарӗсене пытартӑмӑр, урӑх нимӗнле инкек те килсе тухмасан чӗрӗлет, вӑй илетех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫырансен икӗ енӗпе тахҫан-тахҫан, асаттесем лартнӑ йӑмрасем сарӑлса кайнӑ, ҫырма тӗпӗнче вӗсен тымарӗсем ватӑлса ҫитнӗ ҫын сухалӗсем пек сайран туха-туха выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тамӑк тӗпӗнче пулатӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Манехва.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗленче тӗпӗнче ҫеҫ юлнӑ та, хӗрача куҫне пӗр-икӗ хут сӗрме ҫитет, — терӗ юлашкинчен Манехва, унтан вӑл тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӗреслӗх йӗм тӗпӗнче.

— Где, где… В заднице, вот где! — вспылил Яндул.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил хуҫи учӗпе пӗрле хиҫрем Янтул лашине те леккеленӗ пулас, кункӑри тӗпӗнче сӗлӗпе ҫум курӑк вӑррисем курӑнкалаҫҫӗ.

И вот наряду с хозяйской, видать, корму перепало и Яндуловой коняге — на дне колоды он увидел остатки овса и сена.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ячӗсене каласан вӗсен касамат тӗпӗнче ҫӗрмелле пулать.

Если они назовутся настоящим именем, гнить им в казематах да тюрьмах.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрме тӗпӗнче ҫӗриччен…»

Вместо того, чтобы гнить в тюрьме…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таҫта чӗре тӗпӗнче иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуралчӗ.

Где-то в глубине души зародилось тяжелое сомнение.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тата чӗре тӗпӗнче пӗр вӑрттӑн ӗмӗт пурӑннӑ.

А где-то в тайниках души теплилась сладкая надежда.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Марфа Ефимовна патне Ильинкӑран палла тӑран икӗ усламҫӑ майра килнӗччӗ те, каҫхине хуҫасем ҫав ятпа «Христос юнне» те сыпкаланӑ пулас, сӗтел ҫинчи черкке тӗпӗнче хӗрлӗ шӗвек курӑнать.

На столе увидел рюмки с недопитым красным вином, закуски, вчера к попадье нагрянули гости — две майры из Ильинки, вот, видать, и отведали хозяева с гостями «христовой крови».

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех