Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумламӗсем (тĕпĕ: тумлам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫ тӑрринче йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчен ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Чӳречесенчен ӳкекен ҫутӑра йывӑҫ турачӗсем ҫине ҫакӑннӑ шыв тумламӗсем шӑрҫасем пекех йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шӑпӑр-шӑпӑр, шӑпӑр-шӑпӑр, — тем ҫинчен хуллен пӑшӑлтатса ӳкеҫҫӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр тумламӗсем.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хурлану тумламӗсем, пурнӑҫ тути-масине ӑнланнӑран пӑчӑртанса тухнӑ тумламсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑт, вӑт, пӗсмӗлле, тар тумламӗсем пирки пуҫ тавралла шутласа пӑхмалла малтан.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫумӑр тумламӗсем сунчӑк ҫине ӳксе шӑпӑртатни те кӑмӑла кайрӗ, чунӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Куҫҫуль тумламӗсем питҫӑмарти тӑрӑх майӗпен, чӗтрене-чӗтрене, анса ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑраххӑн йӑрӑлтатса тухнӑччӗ Пӑлаки аппа куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Ӑҫтан пулма пултарнӑ-ха эпир шыв тумламӗсем евӗр пӗр пекех?

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Унӑн таса куҫӗсенче илемлӗ сенкер ҫутӑ пайӑркасем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илчӗҫ, вӗсем те куҫҫуль тумламӗсем, те ҫав хӗрарӑмӑн ырӑ чӗринче сыхланса юлнӑ ҫамрӑклӑх хӗлхемӗсем пулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлашкинчен вӑл, йӑлтах вӑйран кайнӑскер, пуҫне ҫӗре хунӑ, вара унӑн куҫӗсенчен сӑрт тӳпинчи ӗмӗрӗпех ирӗлмен кӑвак пӑр тӗслӗ куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртанса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫҫуль тумламӗсем ҫеҫ шӑпӑртатса юхса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗвел аннӑ вӑхӑтра вара вӗсем вӗри кун тумламӗсем тӗслех курӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шӑнса пӑрланнӑ шыв тумламӗсем пек курӑнакан ҫӑлтӑрсем хушшинче хӑлхаллӑ уйӑх ҫӗрлехи шӑплӑха итлет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапах йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчен ҫумӑр тумламӗсем вӑрахчен шӑпӑртатса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрачан пуҫӗ ҫине куҫҫуль тумламӗсем татӑла-татӑла ӳкрӗҫ, анчах вӑл туймарӗ ӑна, ӑнланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫҫуль тумламӗсем, сӑмса хӗррипе юхса анса, чӗтрекен ҫӳлти тути патне ҫитеҫҫӗ те тута ҫинчен сиксе сӗтел ҫинех ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тумламӗсем брезент ҫине ҫемҫереххӗн ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех