Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывламасӑр (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чубай пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ тулли курка сӑра, киленӳллӗн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетей уйрана пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл курка туллиех шыв ӑсрӗ те сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл ӑна алла илчӗ те пӗр сывламасӑр ҫурри таран ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Черккесене эрех ярса, Кирей пӗр черккине сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Лидия Алексеевна пӗрре ассӑн сывларӗ, тепре сывламасӑр тӑнӑ, пукан ҫинчен сике-сике тӑнӑ, аллипе пӗрре ҫамкине, тепре кӑкӑрне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Халиччен нихӑҫан та ӗҫсе курманскер, хальхинче вӑл пӗр стакан портвейна сывламасӑр тенӗ пекех ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир сывламасӑр итлесе ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ним калама пӗлмесӗр, сывламасӑр тенӗ пек, хытса кайса пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самаях выҫӑхнӑ Ҫӗпритун Кулюкка ҫине пӑтранчӑк куҫӗпе пӑхса илчӗ те ҫинҫе мӑйлӑ чӳлмекри сӗте пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем вара, ял хӗрӗсем, пӑрчӑкан пек яка пӗсехеллӗскерсем, ҫӑварӗсене карса хытса тӑнӑ, сывламасӑр итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шыв хӗррипе шӑтса тухнӑ сарӑ-сарӑ чечеклӗ ама хупах хушшинче пӗр кана сывламасӑр тенӗ пек шӑпӑрт выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хырӑмӗ ҫинче шуса шӑтӑк хӗррине ҫитнӗ те сывламасӑр выртнӑ, шывран тюлень тухасса кӗтнӗ.

Подкравшись на животе к самому краю, он лег, затаив дыхание, и стал ждать, пока выйдет из воды тюлень.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗлпулу икӗ сехете яхӑн пынӑ пулин те, пӗр сывламасӑр иртнӗ.

Встреча прошла на одном дыхании,хотя длилась почти 2 часа.

Дина Гаврилова писательницӑпа тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3438570

Сывламасӑр, пӗр хускалмасӑр ларчӗ Хветура.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапах та эпӗ ӑна питӗ хӑвӑрт, сывламасӑр тенӗ пек вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сывламасӑр, антрактсенче те вырӑнтан хускалмасӑр, куҫа самантлӑха та сцена ҫинчен илмесӗр лартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр хушӑ вӑл тутине ҫӑт ҫыртса сывламасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр сывламасӑр, пӗр канмасӑр лӑнкӑртаттарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Катӑк стакана, пӗр кана хӑрӑмлӑ аллипе йӑваланӑ хыҫҫӑн, эрех тултарчӗ те пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех