Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйларӗҫ (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӗренӳ ҫулӗнче мана шкулти комсомол комитечӗн секретарьне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Аманса таврӑнсан, ӑна каллех председателе суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Машинӑна кӗрсе ларма ӗлкӗрсе каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗҫ лешсем, вӗсене ҫилӗллӗ халӑх ҫурса тӑкма тытӑнман чухне, газ рычагне вӗҫне ҫити икӗ аллине те малалла тӑсса хирӗҫленине пӑхмасӑр, ӑна ҫӗнӗ председателе суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫак пухура ялти пуҫламӑш комсомол организацийӗн секретарьне Хӗветӗре суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна ялти чухӑнсен комитечӗн пуҫлӑхне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула таҫти шӑтӑка кӗрсе ҫухалнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗр общинин уполномоченнӑйне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Президиум суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Комбинатри коммунистсем ӑна районти партконференцие кайма делегата суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Парторганизацин отчетпа суйлав пухӑвӗнче мерчӗксем «ҫӗнтерчӗҫ», секретаре «хӑйсен ҫыннине» — Илле Иванова суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрмере ларакан Ваҫиле вырӑнне унӑн аслӑ аппӑшне Уканене суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хисеплӗ тивӗҫе пурнӑҫлама тӑванӗсем чи ҫывӑххисене: Ваҫили арӑмне Нюрккана тата Санька арӑмне — Эляна суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлтӗр пухура мана ертӳҫӗ пулма суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр // Алексей Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%85%d3%9 ... %91%d1%80/

Ӑна, хулари пӗр райком инструкторӗнче ӗҫленӗскере, кунти коммунистсем виҫӗ эрне каялла ҫеҫ-ха хӑйсен секретарьне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Настьӑна куракансем уйрӑм палӑртса суйларӗҫ.

Настя получила приз зрительских симпатий.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Унта хутшӑннисем пӗр саслӑ пулса хуҫалӑха ертсе пыма тата 3 ҫула Александр Зайцева суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Аслӑ пухура ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Мӗн суйларӗҫ вара?

А что же выбрали они?

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Ӗҫе йӗркелесе, ун ҫулне уҫса пыракан бригадир пулма шӑпах Зинона суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫине Олег Николаевич хыҫҫӑн Владимир Бабайкина суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Мана тата Фретича ачасем комитета суйларӗҫ, анчах эпир ҫакна тивӗҫ пулман, мӗншӗн тесен… мӗншӗн… —

Меня и Фретича ребята избрали в комитет, но мы этого не заслужили, потому что… потому… —

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех