Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратӑн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килтен мӗн чухлӗ аяккарах кайса пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах туртӑнать те карӑнать ҫав ҫип, ҫӗр ҫинче хӑвна ҫунат парса ҫитӗнтернӗ кӗтес пуррине кунсеренех аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Халех, ывӑлӑм, кӗҫех пыратӑн, эп хам та тунсӑхласа ҫитрӗм сана курасшӑн, хаклӑскерӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пысӑклансах пыратӑн эсӗ, тек ӗнтӗ сана алӑра тытма ай мӗнле йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Сивӗнетӗн пулмалла эс пирӗнтен, Кирей, манса пыратӑн хӑвӑн тусусене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эсӗ, ачамккӑ, итлеми пулсах пыратӑн, — тет, анчахрах хутса янӑ кӑмакари пуленкесене турчӑкапа тӗрткеленӗ май.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Телей туянма кайма тухрӑн-им, чӗрӗллех тирне сӳсе янӑ куян пек пыратӑн ҫиҫкӗнсе? — тӗпчет вӑл, сӑмаха хӑрӑк турата хуҫнӑн пат-пат татса.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тухма тесе алӑк патне пыратӑн — те черет, те темскер — халӑх кӗпӗрленсех больницӑна кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Регистраци чӳречи умне пыратӑн — черет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑвашла та, ав, йӑпӑр-япӑр вӗренсе, ӑнкарса пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пыратӑн эппин?

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хора эсӗ те юрлама пыратӑн пулӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл Актая илӗртӳллӗн кӑчӑк туртрӗ те хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ: паян каҫ пулас умӗн Хурӑнвар пуҫне ҫыру илме пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эсӗ пире хирӗҫ пыратӑн вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йывӑрлансах пыратӑн пулмалла эсӗ? — ыйтрӗ Нина пӗррехинче Вӗҫелисран вӑл хырӑмне вӑрттӑн ачашланине курсан.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сулланса пыратӑн ҫав ҫулпа.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сивӗнсех пыратӑн манран.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗншӗн совет влаҫне хирӗҫ пыратӑн? — хӑвӑрт ура ҫине сиксе тӑчӗ те вӑл Ваҫиле ҫине эрех шӑршипе сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата, тен, эсӗ пӗр хӑвна ҫеҫ илсе пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗн тӗлӗрсе пыратӑн эс? — Якура аякӗнчен тӗксе илчӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑсӑлнӑҫем пӑсӑлса пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех