Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Пӑши сукмакӗпе» чип-чипер утса, калаҫса пыратчӗҫ — кӳршӗ лесник Терентий Григорьев киле парать хирӗҫ.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаттӑмӑр, ҫитменлӗхсем пулсан — куҫран калаттӑмӑр, ҫавӑнпа-и тен, пирӗн вӗрентӳри ӗҫсем те чиперех ӑнса пыратчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кӳршӗсем те хӑйсен ачисене илсе пыратчӗҫ, — вӗҫлерӗ хӗр сӑмахне.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Мӑкӑш сӑртӗнче виҫӗ теҫетке хӗрарӑм лаша косилки хыҫӗнчен кӗлте ҫыхса пыратчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сӑнавсене ак ҫапла ҫырса пыратчӗҫ: термометр ӑшӑ кӑтартсан, градусӑн хисепӗ умне + паллӑ лартатчӗҫ; термометр сивӗ кӑтартсан — паллӑ лартатчӗҫ.
Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сӑнав результачӗсене вӗсем журнал ҫине ҫырса пыратчӗҫ, унтан класа ҫакнӑ таблица ҫине ӳкеретчӗҫ.
Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Анчах ман хуҫасем — перекетлӗ ҫынсемччӗ, эрех таврашӗ нихҫан та илместчӗҫ, ӗҫмелли-ҫимеллисене хӑнисем хӑйсем илсе пыратчӗҫ, Раиса Ивановна вӗсене сӗтел ҫине майласа вырнаҫтаратчӗ ҫеҫ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Уйрӑмах Михал Михалч вӑрман складӗнче ӗҫленӗ чух хӑнасем нумай пыратчӗҫ.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Ун патне хӑй пек ҫынсем — юлташӗсем пыратчӗҫ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вырӑс чӗлхипе литературин урокӗсене Галина Владимировна Иванова тата Галина Ивановна Музлаева ҫав тери интереслӗ ертсе пыратчӗҫ.
Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html
Унчченхи ҫулсенче культиватор лапписем калча ҫумӗнченех тӑпрана ҫемҫетсе пыратчӗҫ, кӑҫал вӗсене калчаран аяккарах куҫарса лартрӑмӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Ҫӑпатаран кӑшт ҫеҫ ансӑртарах йӗрсем хӑварса пыратчӗҫ велосипедӑн сарлака кустӑрмисем.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ачасем кайран чие ҫырли патне час-часах пыратчӗҫ.
Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621
Вӑл таврари ӑста платниксенчен пӗриччӗ, мӗнле те пулин ҫурт тумалла пулсан ӑна ӗҫе чӗнме ҫичӗ-сакӑр ҫухрӑмри ялсенчен те час-часах пыратчӗҫ: алли ылтӑнахчӗ ҫав.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унта мана хамӑр ял ҫутисем ҫул кӑтартса пыратчӗҫ», — шухӑшлать Изамбаев.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Иннокентийччен Валтиелре ӗҫсем чиперех пыратчӗҫ…
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна вилӗмрен ҫӑлнӑ ҫынсен учӗсем ун чухне аслӑ хирпе ҫурҫӗрелле сиктерсе пыратчӗҫ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каҫ еннелле хытӑ ӗшеннӗскерсем, выҫнӑскерсем, часрах общежитине ҫитсе, ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиме ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, хӑйсем Рафаэльпе Рубенс мӗнле чаплӑ пурӑнни, мӗнле тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫини, хаклӑ эрехсем ӗҫни ҫинчен сурчӑк ҫӑтса калаҫатчӗҫ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ватӑ ӗҫченсем, ял кӗтӗвӗ кӗрсен, хӑйсен хуҫалӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхне хупсан, каҫхине пыратчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Вӗсем пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе пыратчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.