Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратчӗҫ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем унта ҫук пулсан, Палюк мучи пӗррех шӑхӑратчӗ, Настаҫ кинеми: «Твикка! Квикка!» тесе чӗнетчӗ те, лешсем ҫав самантрах вӗҫсе пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Эпӗ пулла кайнине курсан, Хветюкпа Микихвер ялан ман ҫума «ҫыпҫӑнса» пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Ҫав вӗренекенсем Ҫтаппан кӗсле каланине итлеме трахтире юри пыратчӗҫ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑтана пыратчӗҫ тет ун патне номайӑн.

Сватали ее многие, к попу приезжали…

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн ҫарне кунта хусахсем ертсе пыратчӗҫ тет.

Казаки его армию, говорят, возглавляли.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хан эшкерӗ хыҫҫӑн ун ҫыннисем чакса пыратчӗҫ Арск еннелле.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрлӗ предметпа вӗрентекенсем ҫулсерен ылмашса пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Вӑл пулнӑ вырӑнсенче ҫавӑн пек туса пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла вӗсем шурӑ ҫар ҫыннине ҫавӑрса илсе тытас тесе ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, инҫех мар кашкӑр ӳлени илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулҫӑ ҫине нумай пӑхса ларсан пӗчӗк тымарсем пысӑкланса куҫ умне пыратчӗҫ, куҫ тӗрӗс тӗллесе пӑхма вӗренетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Часрах аялалла чупса ан та, Шебалова ҫапла кайса кала айлӑмран тухрӗҫ те, анчах ӑна ҫакна та каласа пар: темӗнле шанмаллах мар, малтан вӗсем колоннӑпа пыратчӗҫ, варпа пынӑ вӑхӑтра взводсене уйӑрӑлса пыма пуҫларӗҫ, ну, халӗ ӑнланса илтӗн-и ӗнтӗ?

— Беги вниз и скажи Шебалову — вышли, мол, из лощины, но скажи ему — подозрительно что-то: сначала шли походной колонной, а пока в лощине были, развернулись повзводно. Ну, так вот, понял теперь: с чего бы им повзводно?

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑват кӑларакан иконӑсене йӑтса ҫӳрекен ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑсӑлса пыратчӗҫ.

Одна за другой тянулись процессии с чудотворными иконами.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл картин ҫинче архангел Михаил аллинчи сӑнӑ ҫинче тӑватӑ шуйттан тирӗнсе кукленкелесе тӑратчӗҫ, виҫҫӗшӗ хӳрисене тӑратса хашкасах хӑйсен ҫӗр айӗнчи вут-хӗмлӗ вырӑнӗсене, нимӗҫсем Куҫма Крючков сӑннинчен тарнинчен те каях мар, вӗҫтерсе чупса пыратчӗҫ.

На картине архангел Михаил был с копьем, на котором корчились уже четыре черта, а три других, задрав хвосты, во весь дух неслись к своим подземным убежищам, не хуже, чем германцы от пики Козьмы Крючкова.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак самантра вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкпа юнашар пыратчӗҫ.

В этот момент они рядом проходили глухой переулок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Тӑрантаспа чухнех куҫне-пуҫне вылянтарса пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫ ҫыннисемех — ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ывӑлӗпе Алюшпа лаша вӑрри Пикмӑрса кӗрӳшӗ, вӑлах Ҫӑпата Матви ывӑлӗ, Ольга Матвеевна пиччӗшӗ Веня ертсе пыратчӗҫ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковсен тӗп килне ҫитесси инҫе юлманччӗ, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫисем патнелле ҫывхарса пыратчӗҫ ӗнтӗ, ҫак самантра Апликан Хӗлипӗн килӗнчен тухнӑ пӗр ушкӑн хӗрӗнкӗ ҫынсене тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫе ҫитсе пыратчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнле-ха капла, Николай Сидорович ӗҫленӗ чухне чиперех пыратчӗҫ ӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӗсем мана валли каютӑна апат-ҫимӗҫпе шыв илсе пыратчӗҫ, карапа вара хӑйсем ертсе пычӗҫ.

Они присылали ко мне в каюту пищу и питье, а управление кораблем захватили в свои руки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех