Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вырӑна ҫынсем канма тата пулӑ тытма час-часах пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%82%d0%b ... %bb%d3%91/

Кашни ҫул пилӗк ҫул тӑршшӗ ҫемье сабантуйне ирттереҫҫӗ, унта тӑванӗсем, ачисем, мӑнукӗсем, мӑнукӗсен ачисем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

«Мӗн авалтан Сабантуй пур национальноҫ, пур тӗн ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хисепленине, культурӑсем пӗр-пӗринпе хутшӑннине кӑтартса парать. Паян тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем пирӗн округӑн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен уяв савӑнӑҫне пайлама пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн округӑн ҫак ырӑ йӑли малашне те упранса юлтӑр. Ҫакӑн пек уявсене пула пирӗн ялсем илемленеҫҫӗ, хӑтлӑланаҫҫӗ. Ҫынсем пысӑк, чаплӑ уяв ирттерес тесе пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Иртен пуҫласа каҫчен уйра ӗҫлекен амӑшӗсемпе ватӑсене канма чӑрмантарас мар тесе, никамӑн килӗнче те пухӑнмаҫҫӗ хӗрсем, ҫавӑнпа пӗве хӗрринчи йӑмрасем айӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ каҫсерен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Канма тата сывлӑха ҫирӗплетме Пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пенсионерсем сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ // Любовь КОНСТАНТИНОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/pe ... ha-irpletr

Лола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ: «Ямпайсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗшӗн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тӗрлӗ кружок ӗҫлет: ташӑ, декоративлӑ прикладной ӳнер, илемлӗ ӳкерме вӗренмелли кружоксем. Аслӑ ӳсӗмрисем те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ, караокепе юрлама юратаҫҫӗ. Аслисем валли шашкӑ-шахмат кружокӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, пуҫтарӑнсах тӑратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Хӗвел ансанах унта таврари ялсенчи хӗрсемпе каччӑсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унта тӗрлӗ ял ҫыннисем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макҫӑм, вырӑс ялӗсенче ҫӗнӗ ҫӗре куҫма пуҫтарӑнаҫҫӗ тенине илтнӗскер, ку лашана юрӑхсӑррипе сутманнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫынсем репродуктор патне пуҫтарӑнаҫҫӗ, шоферсем, автосамосвалсене чарса, кабина алӑкӗсене уҫса итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑматкунсенче пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫыннисем те васкасах ӗҫ вырӑнне пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шкул патӗнче хӗрарӑмсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, — шапӑлтатрӗ Нюҫҫа, ирех Ваҫиле патне кӗнӗ-кӗменех.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме, аслати авӑтма тытӑнать, пирвайхи шултӑра ҫумӑр тумламӗсем те ӳккелеме тапратаҫҫӗ.

Временами собирались тучи, сверкала молния, гремел гром, падали даже первые крупные дождевые капли.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗлле вӗсем пӗрле, ушкӑнпа пуҫтарӑнаҫҫӗ те пит шултра чӗрчунсене те тапӑнаҫҫӗ.

Зимой они собираются в стаи и нападают даже на очень крупных животных.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫынсем пӗчченшерӗн те, ушкӑнӑн та моряксен, пограничниксен, десантниксен палӑкӗсен ҫывӑхне пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Унта ытларах шкул ачисемпе тивӗҫлӗ канурисем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Хӑшпӗр чухне вӗсем ватӑ Аванкай тавра пуҫтарӑнаҫҫӗ те старик тахҫан авал пулса иртнине каласа парасса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫтарӑнаҫҫӗ пур енчен Сухатӳне ҫулленех: Ҫимӗк эрни варринчи Юнкун ватти вӗттипех.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пысӑк чӑматансем, сетка-кутамкка ҫӗкленӗ ҫынсем пырса чарӑннӑ автобус умне кӗпӗрех пуҫтарӑнаҫҫӗ те хӑвӑртрах вырӑн йышӑнма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех