Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сапаланчӑк пуҫсем пытанаҫҫӗ те таччӑн пӗрлешсе пыраҫҫӗ, пер ҫӗрелле пуҫтарӑнаҫҫӗ ахӑр; хутран-ситрен сӑнӑ вӗҫӗсем ҫиҫкӗнеҫҫӗ; татӑклӑн тапӑнма хатӗрленни иккӗлентермест.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак пулӑсем — ялан тенӗ пекех — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ те ҫемьери ӗҫ-пуҫа сӳтсе яваҫҫӗ, ниме тӑман япалашӑн тавлашаҫҫӗ е анраса-минресе кайичченех ҫывӑраҫҫӗ.Они обыкновенно стояли кучей, обсуждая семейные дела, заводя никчемные споры, или спали до одурения.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Унта чи пысӑк фабрикантсем, биржӑсемпе банксен хуҫисем, улпутсем, патша генералӗсемпе православи чиркӗвӗн таса ашшӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн вара, вилсе ҫӗре кӗнӗ Петр Иванович Бобчинский майлӑ икӗпитлӗн йӑпӑлтатса, — пирӗн эсерсемпе меньшевиксем!
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ӗлӗк ҫавӑн пек йӗрке пулнӑ, ялти пӗр-пӗр ҫын темле сӑлтава пула хӑйӗн пурлӑхне сутма шухӑшласан хуҫалӑхӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех сутасси ҫинчен пӗлтерет, вара таврара пурӑнакансем япала суйлама, хаклашма пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пурте путвалта пуҫтарӑнаҫҫӗ
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ашшӗпе амӑш театра кайма пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лампа ҫунать, кӗтессенче сӑрӑ мӗлкесем пуҫтарӑнаҫҫӗ, чӳрече хыҫӗнче сӗм тӗттӗм.Лампа горит, в углах собираются серые тени, и за окном темно.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
— Вӗсем Киева пуҫтарӑнаҫҫӗ, тесе эпӗ сире каласа патӑм, — йӑпшӑнса каларӗ генерал.— Они съедутся в Киеве, как я имел честь докладывать, — вкрадчиво сказал генерал.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Ывӑлӑмсем, юратнӑ ывӑлӑмсем! мӗн курма тӳр килет-ши сире, мӗн кӗтет-ши сире?» тет вӑл; унӑн тахҫан ӗлӗк ҫав тери хитре пулнӑ пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем хушшине куҫҫуль тумламӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лашасем чарнӑ вырӑна ҫерҫисем пуҫтарӑнаҫҫӗ, ачасем те ҫавӑнта пысӑк подноссемпе чупса ҫитеҫҫӗ.Воробьи бросаются к лошадиной стоянке и к ней же бросаются и детишки с большими легкими подносами.
Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Хамӑр отрядӑн йышӗ ҫинчен тата вӑл хӑш вырӑнта тӑни ҫинчен тӑшман ан пӗлсе юлтӑр тесе эпир ҫапла хыпар турӑмӑр: «парадра партизансем пурте мар, пирӗн соединенине кӗрекен частьсен представителӗсем ҫеҫ пулаҫҫӗ, боецсем ку уява инҫетри вӑрман чӑтлӑхӗсенчен пуҫтарӑнаҫҫӗ».
Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кумы хулине шыва кӗмелли вӑхӑтра ҫынсем уйрӑмах нумайӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.В сезон купания в Кумах можно было встретить множество людей.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрачасем Галя тавра пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ветчина илсе килеҫҫӗ, пӑхакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ, пурте патвар купецсем, йывӑр кӗрӗксемпе чӗркенсе ларнӑскерсем, тем пысӑкӑш кире пуканӗсем евӗрлӗскерсем; мӑн хырӑмлӑ ҫынсем, куҫӗсем вара пурин те пӗчӗккӗ, вӗсене ҫу илсе лартнӑ тата ниепле те хӑтӑлма ҫук кичемлӗхӗн ӑйхӑллӑ тӗтри хупласа илнӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пароход корми ҫине кайсан лайӑхчӗ, — унта, тавар ещӗкӗсем хушшине, матроссем, кочегарсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, пассажирсенчен картла укҫа выляса илеҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, интереслӗ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пирӗн пароход ерипен пырать, ӗҫлӗ ҫынсем почтовӑйсем ҫине лараҫҫӗ, пирӗн пата вара пурте темле ӗҫсӗр те лӑпкӑ ҫынсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паян каҫа хӑнасем сахал мар пуҫтарӑнаҫҫӗ пулас-ха — буфетра та халичченхи пек мар вӗтеленеҫҫӗ, хӑна пӳлӗмӗпе зал ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, хам тахҫантанпа пӗлсе тӑракан япаласем те уяври пек ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ, Иван Иваныч князь та ахальтенех ярса парас ҫук вӗт хӑйӗн музыкине пирӗн пата.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑнасем пуҫтарӑнаҫҫӗ
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпулттипе, хӗвел ансан, йӑлине тытса пымалла тенӗ пек, пуҫтарӑнаҫҫӗ текӗвӗ каламалли яланхи вырӑна, карталанса уяв сипетне кӑшт-кашт кӳркеленӗ хыҫӑл, кам ӑҫталла — саланса та пӗтеҫҫӗ: е клуба, е урӑх ҫӗре.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫуллахи каҫсенче Заречье ҫыннисем йӑмрасем айне, Путаница шывӗ хӗррине, хулари бульвара хирӗҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ, вара, хӑйӑр ҫине выртса е ларса, ӑмсанчӑк куҫӗсемпе ҫӳлелле тинкереҫҫӗ: хӗрлӗ тӳпе ҫутинче чиркӳсен тӗксӗм кӑвакрах тӑррисем касса кӑларнӑ пек ярт палӑрса тӑраҫҫӗ, хура тӑхланран шӑратса тунӑ евӗрлӗ сӑрӑ тӗслӗ каланча палӑрать, ун ҫинче пожарникӗн тӗттӗм кӳлепи курӑнать, тата Фогелӗн ҫурчӗ ҫинчи башня, хӗвеланӑҫ ҫутинче шупка хӗрлӗ тӗс ҫапнӑскер, палӑрса ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.