Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайӑрки (тĕпĕ: пайӑрка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, питне ҫуллахи хӗвел пайӑрки тивмен тейӗн, шап-шурӑ, таса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗр пачка сигарет ҫулталӑкра 500 рентген пайӑрки лекнипе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Питӗ сиенлӗ // Рената ШАКОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bd%d0%bbe/

Сарлака тӳпене хупласа, шавлӑ кураксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ, тӳпери юлашки хӗвел пайӑрки сӳнсе ҫухалчӗ, унта-кунта ҫӑлтӑрсем шӑта-шӑта тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анюта хура кӗске пиншакпа, утмӑлтурат ҫеҫки пек сенкер ҫитса кӗпепе, тутӑрӗ айӗнчен тухса усӑннӑ ҫӳҫ пайӑрки ҫинче пӑчкӑ кӗрпи…

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗмӗрт пек хура куҫӗ, ҫаврарах пичӗ, тӳрӗ сӑмси, ҫамки урлӑ усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑрки, варринчен пӑт путӑк янахӗ — пурте ун йӑлтах ашшӗне, Митрахвана, аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗчӗк хӗрача пек витлеме юратакан ҫурхи хӗвел пайӑрки хӑйӗн ӗҫне турӗ-турех.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Йӑл-йӑл кулса та ҫиҫсе пӗр пайӑрки шалалла чӑмрӗ, ҫутӑ сӑнӑ евӗр тӳрех «выртмах» ҫине тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫав вӑхӑтра хӗвел пайӑрки пӳлӗм тӑрӑх майӗпен шуса кӗрет те микроскоп ҫине ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ытла тӗп-тӗрӗсех мар, шанчӑклах мар, анчах… кӑшт кӑна шанчӑк паракан ҫутӑ пайӑрки пек пулнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля, пӗчӗкскер, самолетӑн пысӑк ҫунатти ҫинче тӑнӑ, унӑн пичӗ унтан-кунтан ҫупа вараланни палӑрнӑ, пилотка айӗнчен ҫамки ҫинелле ҫӳҫ пайӑрки усӑнса аннӑ, анчах вӑл ку еннелле ҫаврӑнсан Завьялов ӑна пӗрре пӑхсанах палларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗвел пайӑрки.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗпе айӗнчен хӗвел пайӑрки тивмен шурӑ ӳт тухать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сасартӑк пӑр-р! туса пӗчӗк кайӑк ҫӗкленчӗ те тухӑҫалла, хӗвел пайӑрки еннелле, вӗҫсе кайса куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑрки, пӗлӗт ҫине ӳксе, садри йывӑҫсене ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ҫине юман ҫулҫи хушшинчен хӗвелӗн ҫинҫе кӑна вылянчӑк пайӑрки ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ула Тимӗр чун-чӗринче самантрах шӑнӑҫайми савӑнӑҫ хыпса, ҫутӑ пуласлӑх хӗвелӗн йӑлтӑркка, ылтӑн пайӑрки ҫиҫӗмленсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ Ула Тимӗр пичӗ-куҫӗ вӑль-вӑль выляса илчӗ, унта кӗҫех, шалти тумла пӑрне ирӗлтере-ирӗлтере, майӗпен ҫурхи хӗвел пайӑрки пек ӑшӑ, ҫутӑ, кӗрхи чечек пек сӑпай, хӑй тӗллӗн кулӑ шуса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Маюк инке хӗрачин пуҫне ҫӗклерӗ: Маринен ҫаврака пичӗ куҫҫульпе, тӑпрапа вараланнӑ, ҫамки те ун юнӑхса, хӑпарса тухнӑ, йӗпеннӗ ҫӳҫ пайӑрки ҫамки ҫумне ҫыпҫӑннӑ, кӗпи-саппунӗ пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Курӑс хуппипе витнӗ лупас тӑрри шӑтӑкӗнчен кӗмӗл тусанӗ пек кӗрекен ҫутӑ пайӑрки чылайччен хӗрачан пӗр хӑлхине ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех