Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мордва (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкар хулинчи (Чӑваш Ен) 2 № СДЮСШОР-шӑн ӑмӑртать, ҫавӑн пекех Саранск хулин (Мордва) хӗллехи спорт тӗсӗсемпе СШОР тулашӗнче параллеллӗ зачётпа ӑмӑртать.

Выступает за СДЮСШОР № 2 г. Чебоксары (Чувашия), также выступает параллельным зачётом за СШОР по зимним видам спорта г. Саранска (Мордовия).

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Мордва Республикинче ӑна пуш уйӑхӗнче ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ку ӗнтӗ мордва халӑхӗ вырӑссемпе хутӑш пурӑннӑран та, мордвасен пӗтӗмӗшле литература чӗлхи ҫуккинчен те тата ытти сӑлтавсенчен те килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Урӑхла каласан, пӗтӗм мордва халӑхӗн 20 проценчӗ ытларах вырӑс чӗлхи ҫине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

192б ҫулта хӑйне мордва тесе шутлакан кашни пин ҫынран 55-шӗ тӑван чӗлхе вырӑнне вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавна пула марипе мордва халӑхӗсем умне ыйту тухса тӑрать: те пурне те ӑнланмалла литература чӗлхи ҫӗнӗрен туса пымалла, те икӗ диалектне те литература чӗлхи таран аталантармалла, те литература чӗлхи вырӑнне вырӑс чӗлхипе усӑ курмалла?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ирҫепе мӑкша та эпир пӗр халӑх — мордва тетпӗр, чӗлхи вара вӗсен те иккӗ: ирҫе калаҫӑвне мӑкшӑ ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак йывӑрлӑхсем, сӑмахран, марипе мордва чӗлхишӗн уйрӑмах пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗрисем чӑваш, вырӑс, теприсем украина, мордва халӑх ҫи-пуҫне тӑхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

2014 ҫулта кашни ҫын пуҫне тавар сутас енӗпе ФАО регионӗсен хушшинче Чӑваш Ен Мордва, Мари Эл республикисене хыҫа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2014 ҫулта уйӑхри номиналпа палӑртнӑ вӑтам шалу республикӑра Мари Эл тата Мордва Республикисенчен пысӑкрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗлтӗр Мордва Республикинче, Чулхула тата Пенза облаҫӗсенче асӑннӑ кӑтарту чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тӗслӗхе Мордва Республикипе тата Ульяновск облаҫӗпе пӗрле карбон полигонне тунӑ шайра пурнӑҫлакан тӗпчевсене илсе кӑтартатӑп.

В качестве примера приведу исследования в рамках создания карбонового полигона совместно с Республикой Мордовия и Ульяновской областью.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавӑн пекех канашлӑва Ульяновск, Чулхула, Пенза, Иваново облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мордва, Тутар Республикисенчен те ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ҫавӑн пекех пысӑк канашлӑва Ульяновск, Чулхула, Пенза, Иваново облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мордва, Тутарстан республикисенчи специалистсем килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсемпе тата Мордва Республиксемпе чиккисене палӑртса кадастр учётӗнче ҫырса хунӑ ӗнтӗ.

Нижегородская, Ульяновская области уже поставлены на кадастровый учёт, определены границы и с Республикой Мордовия.

Тутарстанпа Чӑваш Ен чиккине ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32064.html

Мари Элпа Чӑваш Ен чикки — 253 км, Чулхула облаҫӗпе — 222 км, Чӗмпӗр облаҫӗпе — 111 км, Мордва Республикипе — 91 км.

Протяженность границ Мари Эл и Чувашии — 253 км, с Нижегородской областью — 222 км, с Ульяновской областью — 111 км, с Республикой Мордовией — 91 км.

Тутарстанпа Чӑваш Ен чиккине ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32064.html

Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Ен уйрӑлусен чи пӗчӗк шучӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче Мордва Республикипе пӗрремӗш вырӑна пайлать, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче вара ҫак кӑтартупа пирӗн республика – тӑххӑрмӗш вырӑнта.

По данным статистики, Чувашия в Приволжском федеральном округе делит первое место с Республикой Мордовия по наименьшему количеству разводов, а среди всех субъектов Российской Федерации наша республика находится на девятом месте.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Мордва АССР-ӗнчи «Знамя победы» колхозра гектартан 40 центнер аванах ҫапса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Ун хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсен аслӑрах тата тутар, мордва е армян чӗлхипе калаҫакан ҫемьесене тӗпчес шухӑш пур.

После этого в сферу интереса ученых попадут «более возрастные семьи, а также говорящие на других языках, например, татарском, мордовском и армянском».

Ӑсчахсем Чӑваш Енре икчӗлхелӗхе вӗренмелли ҫӗнӗ проект тӑратнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех