Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мордва (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйне кам хӗненине каласшӑн пулмарӗ, анчах Ерданская ӑна Степа Барский, икӗ пожарнӑй тата мордва ҫынни, Воропоновӑн дворникӗ хӗненине пӗлчӗ.

Он не хотел сказать, кто избил его, но Ерданская узнала, что бил Степан Барский, двое пожарных и мордвин, дворник Воропонова.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Пирӗн атте ырми-канми ӗҫлесе чӑваш чӗлхин, культурин пуянлӑхне пур енлӗн те тӗпчесе палӑртнине пула Чӑваш АССРӗ ытти Мари, Мордва, Удмурт Республикисемпе танлаштарсан, чылай маларах автономлӑ республика пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Вӑл вак халӑхсене (тутар, чӑваш, мари, мордва, удмурт) ҫутта кӑларас ӗҫпе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Асӑннӑ турнира республикӑри спортсменсем ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче — Ульяновск облаҫӗнче, Тутарстан, Мордва республикисенче пурӑнакансем те хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Съезда Чулхула крайне кӗрекен Чулхула облаҫӗнчи Чӑваш, Мордва, Мари тата Удмурт республикисенчи ӗҫ паттӑрӗсем пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Пулӑшу виҫипе Мордва тата Удмурт республикисем хыҫҫӑн каллех виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Мордва патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литературин уйрӑмне, Горький хулинчи партин аслӑ шкулӗн журналистика уйрӑмне пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Каҫал тӑрӑхне Чӑваш Енри тӗрлӗ районтан, ҫавӑн пекех Ульяновск, Киров, Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчен, Мордва, Тутар тата Мари республикисенчен 300 ытла спортсмен килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Кӳршӗсен те — Тутарстан, Пушкӑртстан, Мордва республикисен — пур вӑл, ҫавӑнпа вӗсенче наци хутшӑнӑвӗсем тӗлӗшӗпе ҫамрӑксен, ҫул ҫитменнисен хушшинче те ҫитӗнӳсем самай аваннине палӑртрӗ съездра Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин председателӗ Светлана Смирнова.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ульяновск, Куйбышев облаҫӗсенчи тата Мордва АССРӗнчи вӑрмансене хӳтӗлессипе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Унта районсенчен килнӗ 12 коллектив тата Тутарстанри, Мордва Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи ансамбльсем кӑначчӗ.

В нем приняли участие 12 коллективов, приехавшие с районов и ансамбли из республик Татарстана, Мордовии, с Ульяновской области.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чи йывӑр дистанцире те /50 км/ Мордва атлечӗсем тӗлӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Специалистсем систернӗ пекех ку стартра Олимп чемпионки Елена Лашманова /Мордва Республики/ ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш тата мордва спортсменӗсен тӗрлӗ турнирти кӗрешӗвне курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Тӗлӗнмелле те, пирӗн общество организацине ытти наци — вырӑс, мордва, тутар… — ҫыннисем те кӗме кӑмӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хамӑр тӑрӑхри сунарҫӑсемсӗр пуҫне кӳршӗ Тутарстанри тата Мордва Республикинчен килнӗ хӑнасем те йӗлтӗрсемпе трасса ҫине тухнӑ, пӑшалпа тӗл перессипе ӑмӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварнине анлӑн уявланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех