Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

миххе (тĕпĕ: михӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тума кӗнине манса, ҫавӑнтах каялла сиксе тухрӗ, вара ҫӗрте выртакан миххе анинчен ярса тытрӗ те ансӑр сукмакпа склад енне сӗтӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мӗн ҫӑварна карса ларатӑн тата? — кӗтмӗн ҫӗртен каллех хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ завхоз аттине хывса тӑхӑнакан шурфовщика, унтан умра выртакан миххе пӗтӗм вӑйран тапса ячӗ те палаткӑна сирпӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Миргалим ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, лаша ҫурӑмӗ ҫине ҫакнӑ икӗ тулли миххе ҫӗклерӗ те ҫӗре антарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗрле вӗсем ҫыран хӗррипе икӗ километра яхӑн тасатса тухнӑ та коммуналлӑ хытӑ каяшсене 28 миххе пухнӑ, пластик савӑтсем, ҫӗмрӗк кӗленче, консерва банкисем, апат-ҫимӗҫ каяшӗсем тултарнӑ михӗсем т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3805958

Шырасан-шырасан, юшкӑн айне пулнӑ миххе тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑп та лӑп ҫавӑн чух ҫывӑхрах анине шӑтӑр-шӑтӑр, тимлӗ ҫыхса шыва янӑ целлофан миххе асӑрхать вӑл, вара, тепре ывӑҫланӑ шыва сапса, асӑрханса михӗ патне пырать, ӑна ҫӗклесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Шӑлӑр, пӑчкӑ кӗрпине те миххе тултарса тухса кайӑр — чару ҫук, — парӑнмасть Левен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Аннен кӳршӗри пахчаран ҫӗр улми кӑларса килмелле вӗт, тулли миххе киле ниепле те пӗччен ҫитереес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ним тума аптранӑ Ҫимун ури ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫур миххе яхӑн юлнӑ тапакне йӑтса, уҫӑ вакунсем патнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асту, миххе сас-чӳ тумасӑр алкум пусми ҫине ларт та теприне илме вӗҫтер!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун Ваҫухха килӗнче юлашки пир тӗркисене хӑвӑрт миххе тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун часах хурансен тӗлне тупрӗ, пӗрне Павӑла илсе пачӗ, миххе те ӑнах йӑттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем пӗр миххе вырнаҫаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун нумай шухӑшласа тӑмарӗ, ҫуртине урайне лартса, пир тӑрӑхӗсене миххе чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта, миххе урайне лартсан, сӗтел ҫинчи шурӑ ҫивитти витнӗ тулли карҫинкка ларнине, ун ҫумӗнче енчӗк выртнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӗсем миххе йӑтса пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун миххе салтса ҫӑнӑх ывӑҫласа илчӗ те ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑркаласа, шӑршласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиттийӗпе утиялне кӑларса миххе чикрӗ, ачине йӑтса, пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче вӑл председатель лаша тупса парасса кӗтмен, трактор валне миххе чиксе хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хунӑ та ҫичӗ ҫухрӑмри машина-трактор станцине юсаттарма таплаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӑшлатчӗ-ха миххе

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех