Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрсен (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнче шайӗнче пӗрремӗш хут 1983 ҫулхи сезонра, совет сборнӑйӗн йышне кӗрсен, Швехатри юниорсен Европа ӑмӑртӑвӗнче палӑрнӑ, унта 3000 метра чупса тухса кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ.

Впервые заявил о себе на международном уровне в сезоне 1983 года, когда вошёл в состав советской сборной и выступил на юниорском европейском первенстве в Швехате, где стал серебряным призёром в беге на 3000 метров.

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Хваттере кӗрсен эпӗ чӳрече умне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Малтанах айккинелле пӑрӑнса утрӗ вӑл, кайран, эпӗ шалти пӳрте кӗрсен, васкасах таклаттарма тытӑнчӗ: «так! так!»

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Шӑшисем пурте самантрах кӗрсе ҫухалчӗҫ хыткан йытӑ пырса кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Йывӑҫ сулхӑнне кӗрсен: «Ак кунта хӗвел ҫути, — ашшӗ ывӑлне ҫавӑтсах ҫӳрет, — кунта йӑмра мӗлки.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аннесемпе пиччесем килте ҫук чух нимӗҫсем вӑрттӑн килсе кӗрсен мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем пирӗнпе?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пирӗн ҫурта хурлӑх кӗрсен тин ҫитрӗн, ун пек пулма юрамасть, пичче, час-часах курма тӑрӑшмалла пӗр-пӗрне.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тетӗшӗ кӑмӑллӑ кулӑпа пырса кӗрсен, Узин ун сӗнӗвӗпе пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран проводница шаккарӗ те кӗрсен сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑя килсе кӗрсен, вӗсен куҫӗсем ҫуталчӗҫ, пичӗсенче кӑмӑллӑ кулӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хваттере кӗрсен, ыталашса илчӗҫ вӗсем, Кирей чылайччен вӗҫертмерӗ хӗрне ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйӗн хваттерне кӗрсен Элиме лӑпкӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хваттере кӗрсен, Элиме Кирее савӑклӑн ыталаса илчӗ, виҫӗ хутчен тутинчен чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӳртне кӗрсен кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ унӑн, вара вӗсем пӗр тӑхтамасӑр ҫӑва ҫине кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Йӗпреҫ районне кӗрсен, ҫутҫанталӑкпа киленмесӗр чӑтаймарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пӳрте кӗрсен вӑл ҫӑлти таса шыва ӗҫрӗ, вӑл халӗ те сивӗччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Мӗн чимлетет тата ку?.. Э-э, чим, кашӑк илме кӗрсен, эп уйран чӗресне ҫенӗкех лартса хӑвартӑм-иҫ», — тинех аса илет хайхи.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Аптекӑсене кӗрсен куратпӑр ӗнтӗ, унти витрина ҫинче ҫӗршер тӗрлӗ медикамент.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Пӳрте кӗрсен, Левен карттусне хывса пӑтана ҫакать, ывӑлне утьӑкка ҫӗклесе, ӑна ҫӗре ярать, арӑмӗ умне пырса: — Эх, раз, эх, два! — тет, куҫран ӑшшӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫенӗке кӗрсен, пӳртре пластинка сасси янӑранине илтет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех