Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрсен (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳлӗме кӗрсен тин хам самай ывӑннине туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Сирӗн пысӑк ҫурт умне ҫитсессӗн Марфа аппа мана: «Куля, эсӗ пӗлетне, ҫак пульницара чирлӗ ҫын нумай выртать. Вӗсем сан панулмине ҫиччас илсе пӗтерӗҫ. Ан атя, ҫитрӗмӗр. Ҫаврӑн ман енне ҫурӑмупа, пулӑшам кутамккуна тӑхӑнма. Пульницана кӗрсен панулми сутма шур халатлисенчен ирӗк ыйтма ан ман», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ашшӗ-амӑшӗн пилӗсӗр-ирӗкӗсӗр, саккунсӑр-мӗнсӗр пӗрлешнӗ-чӑмӑртаннӑ ҫемье проводницӑран икӗ алюмини курка туянчӗ, пӗр станцинче, столовӑйне апата кӗрсен, икӗ кашӑкпа пӗр чашӑк ҫаклатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Апла халӗ эсир хӑвӑрӑн ялӑра пырса кӗрсен ӑна паллаймӑр та.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

…Михаҫ, арӑмӗ вар-хырӑм ракӗпе аптраса вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен, икӗ ҫула пуснӑ ывӑлӗ пиллӗке ҫитиччен хуҫалӑха пӗччен тытса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл пӳлӗме пырса кӗрсен, Артюхин ӑна сывлӑх сунманшӑн, ку ҫаплах пулмалла тенӗн, пӗрре те кӳренмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче, кантура пырса кӗрсен, Ирина кулленхи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне палӑртакан хӑма патӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алӑкран кӗрсен сулахайра — тумтир шкапӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пирӗн эрӑчченхи 671 ҫулта ассирисем Египета тапӑнса кӗрсен Куш каллех Египета пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ.

Куш снова стал отдельным от Египта государством, когда ассирийцы вторглись в Египет в 671 году до н. э.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Пятакаев хӑй юратман, хӑй чӗнмен ҫын пырса кӗрсен, аптрасах ӳкет, ним тума пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ҫӗлен кӗпер ҫине пырса кӗрсен, хыҫалтан сиксе тухса, халсӑрланнӑскерӗн юлашки виҫӗ пуҫне кас та ывӑт!

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Унта кӗрсен каллех сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме курӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

— Хура вӑрмана кӗрсен, ҫӳл юпленсе каять, — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑрмана шала кӗрсен тата ӳсет вӑл.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хваттере кӗрсен, Анюта тӳрех пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Рамана пырса ыталарӗ те урай варринче вальс ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул ҫинче те, пӳрте кӗрсен те калаҫу ҫыхӑнсах каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫитсе кӗрсен, Раман алӑк кутӗнче хӑюсӑррӑн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑлӗ, Михали, ашшӗ ҫӗре кӗрсен каялла таврӑннӑ, Палюк хӗрне качча илнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех