Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курми (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутӑран тӗттӗме тухсанах куҫ курми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫакна та курми пулнӑ-ҫке эсир!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анне, куҫри куҫҫуль ҫӑл куҫӗнчи шыв мар, ӑна пӗрмай ан юхтар, куҫу та курми пулса ларӗ, — теҫҫӗ ывӑлӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юри хӑтлантӑн кури куҫа курми туса.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫламӑшӗ ҫеҫ лайӑх унӑн, чӗрене уҫакан, куҫа курми тӑвакан савӑнӑҫ пуҫламӑшӗ…»

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫ курми пулса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫ курми тусан ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут унӑн самолетӗнчен пӗр вунӑ метрта зенитнӑй снаряд ҫурӑлнипе тӑрук питӗ ҫутӑ пулни самантлӑха ӑна ним курми туса хунӑ чух ҫавӑн пек пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Укӑлчара ӑна, пылчӑклӑ ҫул ҫинче темиҫе хутчен шуҫа-шуҫа ӳкнипе куҫ-пуҫ курми пылчӑкланса пӗтнӗскерне, хӑйӗн амӑшӗпе Якур амӑшӗ хирӗҫ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сеанс вӗҫленнӗ тӗлелле ҫанталӑк этем ӗретсӗр пӑсӑлма ӗлкӗрнӗччӗ: куҫ курми ҫил-тӑман ҫавӑрттарать, хӑй ҫутисем аран-аран палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫ курми тармалла пулнӑ та ҫав унӑн хуҫа хӗрӗнчен!

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫывӑхри пурмис Пусмӑра пулчӗ курми — Пӳ-кассинчи кнеҫ Тиньях Халӑхшӗн хушмасть пӗр сӑмах: Урхапала паллашнӑ: Мулпа чаплӑх туслашнӑ.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ ӗнтӗ текех хама тӑптӑм тытса, кури куҫа курми туса лараймарӑм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ялтах ҫанталӑк усаланни, ҫил алхаскалани, юр хӳтерме, чышкӑнтарма пикенни палӑратчӗ-ха, кунта вара, уйрӑмах уй варринче, хирӗҫ ҫапакан ҫил-тӑвӑл чарусӑрлансах, урсах кайнӑ, айлӑн-ҫийлӗн ҫавӑрттарса, куҫ-пуҫ курми ҫӗмӗрттерсе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ал-ура ҫуккинчен те хӑрушӑрах чир вӑл, ҫынна ҫын пек курми, туйми пулни.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпир ытлашши вӑрттӑн ӗҫлетпӗр, ҫавӑнпа та ӗҫсӗрлӗх вӗсене мораль тӗлӗшӗнчен пӑсӑлнӑ ҫынсен картинелле тӗртсе янине те курми пултӑмӑр.

Мы заводим такую глубокую конспирацию, что не видим, как безработица толкает их в ряды деклассированных.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Икӗ ҫамрӑк ҫын ут туртайми ӗҫе кӳлӗнчӗҫ, кунӗн-ҫӗрӗн лӑш курми тимлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич Атӑл тӑрӑх анаталла юхакан сулӑсем ҫине, виҫӗ палубӑллӑ шурӑ теплоход ҫине, хаваслӑ парӑслӑ кимӗсем ҫине, шыв ҫийӗпе вӗҫсе пыракан «Спутник», «Ракета» ятлӑ ҫӑмӑл пӑрахутсем ҫине курми куҫпа пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пахча ҫӗрне чавнӑ чух чӗлхесӗр Манефа пӗчченех лӑш курми ӗҫлерӗ, Лавр Кузьмич хӑй алла кӗреҫе тытса курмарӗ, улмуҫҫисемпе аппалананҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех