Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капанӗ (тĕпĕ: капан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кашни кунах Алюнапа ҫак улӑм капанӗ патне ҫӳрерӗр, эппин йӑпаннӑ кӑна эсӗ, чӑлах! —

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Улӑм капанӗ патне ҫывхарса пынӑҫемӗн час-часах хыҫалалла та икӗ аяккинелле пӑхма тытӑнчӗ, ял ҫыннисенчен никам та ан куртӑрччӗ тесе шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Улӑм капанӗ патне васкасах чупса кайрӗ Узин.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Иккӗш те шӑпланчӗҫ, ку иккӗшне те пусать улӑм капанӗ ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫавах та чӑтаймарӑм, мӗнле лӑпланми мӑшӑр кашни каҫ улӑм капанӗ ҫинче пулнине сыхласа пӗлтӗм-пӗлтӗмех.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Куратӑп, улӑм капанӗ ҫинче иккӗн чикӗленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсем Узинпа ҫӑлтӑрсем айӗнче ҫӳренӗ вӗт, улӑм капанӗ ҫумӗнче выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каллех тӳрӗ сукмакпа утрӗҫ вӗсем, ӗнерхи улӑм капанӗ ҫумӗпе иртсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узинӑн Алюнана алӑсем ҫине илес, улӑм капанӗ ҫумне хурас, мӗн кирлине илес килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑй тӗллӗн вара каҫсерен Ваҫиле ял ҫыннисем вӑл кашкӑрсемпе мӗнле тытӑҫнине, хирте утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнине, иккӗмӗш кунне фермӑра хуралҫӑпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнине, «Красный пахарь» колхоз председателӗ ӑна лартса кайнине, хӗрарӑм Суслонгерта лагерьти ӗҫкӗҫ-майора сӑмакун ӗҫтернине пӗлменнине аса илсе чунтан ахӑлтатса кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Трактор ҫултан пӑрӑнчӗ те пӗрремӗш утӑ капанӗ патне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Саламлӑ телеграммӑсен, ҫырусен капанӗ халӗ те пӗтмен-ха.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тепӗр самантранах ӑна эпӗ, хулӑ татки тытнӑскерне, утӑ капанӗ ҫумӗнче тӑракан ӗнесем патӗнче куртӑм, вӗсене вӑл картишнелле хӑваласа килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Утӑ капанӗ умнех ҫитсе ӳксен Полина темрен такӑнчӗ (тӗрӗссипе юри такӑнҫи турӗ) те палтӑрт пуҫ хӗрлӗн йӑваланса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Полина уҫӑ алӑкпа анкартине виркӗнсе тухрӗ те, самантлӑха чарӑнса тӑрса, ун-кун пӑхса илчӗ, Ула Тимӗр ӑна хыҫалтан хӑваланине курсан, ылтӑн пӗрчиллӗн ҫиҫкелесе, юр ҫинчи таптаса хытарнӑ хӗсӗк ҫулпа пахча карти ҫумӗнчи тӑпӑл-тӑпӑл кутамас утӑ капанӗ патнелле ҫиҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Утӑ капанӗ енне чупаканскер, вӑл палт пӑрӑнчӗ те кас вӗҫӗнчи ҫӗрулми пахчине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Иртенпех мухмӑрласа аптӑранӑ тияккӑн, тулли ыраш капанӗ евӗрлӗ тӗреклӗ, мӑн хырӑмлӑ этем, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хӗремесленсе кайса, чӳрече кантӑкӗсене чӗтрентерсе, хӑватлӑн мӗкӗрсе ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун чухне ир пуҫласа каҫчен пахчари утӑ капанӗ патне, унтан кордон хыҫӗнчи пусӑ умне вуншар хут утса кун иртет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мамӑк тӳ-шек пек утӑ капанӗ ӑшне кӗрсе вырт та ыйӑха ҫап кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна тырӑ капанӗ ҫинче тӑракан Петр Петрович асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех