Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗсем (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн кӑмӑл-туйӑмӗнчи паха енӗсем ачисемпе мӑнукӗсене те куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ — сӑваплӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bba/

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова палӑртнӑ тӑрӑх, «Культура» наци проекчӗн пӗтӗм енӗсем республика бюджечӗн укҫи-тенкипе татах вӑйланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ҫав вӑхӑтрах телевиденипе хаҫат-журналсем витӗм кӳнипе унӑн чи илемлӗ те курӑнакан енӗсем ҫӗнӗрен «халӑх хушшине»таврӑнма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ялӗсем тавра выльӑх-чӗрлӗх — енӗсем, лашасем ҫӳреҫҫӗ.

Вокруг пасется скот: коровы, лошади.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чыс, тивӗҫлӗх тата паттӑрлӑх — ҫар ҫыннисен паха енӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Ҫын темӗнле май ҫаврӑнса тӑрсан та, ҫурҫӗр, кӑнтӑр, хӗвелтухӑҫ, хӗвеланӑҫ енӗсем улшӑнмаҫҫӗ.

Как бы человек ни поворачивался, направления на север, юг, восток и запад не меняются.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫурҫӗр, кӑнтӑр, хӗвелтухӑҫ, хӗвеланӑҫ енӗсем — тӗп енсем.

Север, юг, восток и запад — основные направления.

Ҫынсен енсене хӗвел тӑрӑх тупма мӗнле вӗренсе ҫитнӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Характерӑн хӑш енӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Вӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, 82% пуҫласа 89% таран мӑшӑрсен пӗрешкел енӗсем пулнӑ, 3% ҫеҫ пӗр-пӗринчен чылай уйрӑлса тӑнӑ.

Они показали, что от 82% до 89% черт партнеров были схожими, и только 3% существенно различались.

Психологсем палӑртнӑ: пач урӑх кӑмӑллисем пӗр-пӗрин патне туртӑнмаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35947.html

Занятисен шайӗнче лекторсем суйлав процесӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен, суйлав ирттернӗ кунсенчи ӗҫӗн енӗсем ҫинчен, саккунсене улӑштарни ҫинчен каласа панӑ.

В рамках занятий лекторы рассказали об особенностях избирательного процесса, о тонкостях работы в дни проведения выборов, об изменениях законодательства.

Сӑнавҫӑсен вӗренӳ курсӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3375059

Занятисен шайӗнче лекторсем суйлав процесӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен, суйлав ирттернӗ кунсенчи ӗҫӗн енӗсем ҫинчен, саккунсене улӑштарни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑс энеолит тапхӑрӗнче пулса кайнӑ. Вӑл 5500 ҫулта ӗнтӗ! // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... nt-3380294

Паха енӗсем нумай-ха ун: табак туртмасть, уявсӑр е хӑнасӑр-мӗнсӗр эрех-сӑра ӗҫмест, ӗҫе вӑхӑтра та йӗркеллӗ ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Мӗншӗн тесен вӑйлӑрах ҫил вӑхӑтӗнче вӗсен тӳрт енӗсем тӑлпаланса вӗлтӗртетеҫҫӗ. Тирек ҫулҫи те ҫавах, курнӑ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Турунов хӑйӗн ӗҫӗнчи ҫитменлӗхсем пирки, кӑмӑлӗн тӳнтер енӗсем пирки тӳррӗн калани, ӑслӑ та ҫивӗч шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ мана.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара ман куҫ умне Ҫтаппан пурнӑҫӗн тӳнтер енӗсем ҫеҫ туха-туха тӑраҫҫӗ, халь мана Омежников Ҫтаппан хӑйне нихӑҫан та ырӑ енчен кӑтартман пек, вӑл ача чухнех сӗмсӗр, чунсӑр ҫын пулнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑюллӑ та паттӑр пулни, нимрен те хӑраманни, дисциплинӑн ҫирӗп шайӗ – сирӗн профессине суйласа илнисен паллӑ енӗсем.

Мужество, отвага, бесстрашие, высочайший уровень дисциплинированности - вот качества, характеризующие каждого представителя вашей профессии.

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

– Паянхи кун куратпӑр ӗнтӗ, тӗрлӗ енлӗ производствӑсем, тӗрлӗ енлӗ аталану енӗсем пирӗн пурнӑҫра пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

— Ҫамрӑк ҫын, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, — эпӗ халь кӑштах ӑнлана пуҫларӑм пулас, искусствӑн та кирлӗ енӗсем пурах ҫав.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫак чӑн пурнӑҫа кӑтартакан чӗрӗ театрӑн хӑйне уйрӑм ытарайми енӗсем пур, вӗсене нимле кино та, телевидени те улӑштарма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакнашкал кӑтарту 2013 тата 2014 ҫулсенче пулманнине тӗпе хурса экономика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗсем - промышленноҫ, строительство, ялхуҫалӑх, суту-илӳ, транспорт - кӑларакан таварӑн тата тивӗҫтерекен пулӑшӑвӑн индексӗн динамикине пӑхса тухни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех